Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Урăхла халь тин эпĕ пулаймăп…"

05 августа 2017 г.

"Урăхла халь тин эпĕ пулаймăп…"

Б.Т.Лихачев паллă академик хăйĕн пĕр ĕçĕнче çакна палăртнă: "Авалхи вĕрентỹ Грецире пуçланнă - Сократран, хальхи этнопедагогика Чăваш Енре çуралнă - Волковран". Каярахпа ентешĕмĕр ăна чылай регионта тата хăш-пĕр çĕршывра вăя кĕртнĕ.

Г.Волков хăй ĕçĕнче профессионал пулнине писатель, критик, философ, куçаруçă, публицист пултарулăхĕпе туллин çирĕплетнĕ. Вăл, тен, поэзире те Кашкăр Хуначи ятне анлăн илтĕнтерме пултарнă. Пичетленнисем те пур, анчах нумай алçырăвĕ упранса юлман.

Геннадий Никандрович "Ăсчах пулмасан адвокат пулаттăмччĕ-ши?" - тенĕ. Чăн та пулĕ: унăн вĕренекенĕсен йышĕнче 31 наци представителĕ, 300 ытла педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ тата кандидачĕ. Ассистентсем диссертаци хỹтĕленĕ тапхăрта "шăллă" оппонентсене тивĕçлĕ хуравпа вырăна лартма юридици тĕлĕшĕнчен те çивĕчлĕх кирлĕ-тĕр.

Академик тĕнчери 50 ытла аслă шкулта вĕрентнĕ. Парижра, Барселонăра, Прагăра, Сорбоннăра лекцисем вуланă. Тулли аудиторисенче яланах шăплăх тăнă, ĕç вĕçленĕвĕнче ăна ура çине тăрса тав тунă. Вăл - вырăс мар халăхсен педагогĕсенчен И.Г.Гердер (Германи) Ылтăн медальне чи малтан тивĕçнĕ пĕртен-пĕр çын. Мускаври Щепкин ячĕллĕ театр училищинче чăваш студенчĕсен консультанчĕ, ачасен çуртĕнче тỹлевсĕр майпа ăслăлăх енĕпе канашçă пулнă. Унăн ятне "Лучшие люди России" энциклопедине кĕртнĕ.

1971-1985 çулсенче Г.Волкова тĕрлĕ регионта, хулара ĕçлесе пурăнма тивнĕ. Раççей тĕп хулинче вăл чăвашсен - аслă офицерсен "Сыны Отечества" юлташлăхĕпе тачă çыхăну тытнă. Ĕçлĕ мероприятисене хутшăннисĕр пуçне хăш-пĕр çемьере чăваш шкулне йĕркеленĕ. Офицерсем ăна "ăс-тăн ашшĕ" тесе хисепленĕ.

Асăннă пĕрлĕх членĕ, Пĕтĕм тĕнчери Г.Н.Волков академик ячĕллĕ Этнопедагогика фончĕн президенчĕ Г.Викторов (Шупашкар районĕнчен) ентешĕмĕр çинчен "Я вернусь..." тата "Урăхла халь тин эпĕ пулаймăп..." кĕнекесене кун çути кăтартнă. Сăмах май, Геннадий Александрович академика ватлăх çулĕсенче Мускавра тимлекенĕ пулнă.

Геннадий Никандровича, тавракурăмне шута илсе, самаях пысăк должноçсем те сĕннĕ: Мускаври наци шкулĕсен институчĕн директорĕ, педагогика институчĕн ректорĕ. Çапах та сăпайлăх, карьерăшăн нихăçан та çунманни чарса тăнă.

Раççей Федерацийĕн Гимнĕнчи "Славься... предками данная мудрость народная" сăмахсене аван пĕлетпĕр. Вĕсене С.Михалков автора текста кĕртме сĕнекенĕ - пирĕн ентеш.

2007 çулхи чỹк уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Наци конгресĕн Мăн Канаш ларăвне вăл çыру янă: "...Чысăм та, сăвапăм та, таса кăмăлăм та халăхăм умĕнче пултăр". Урăхла пулма пултарайман та вăл...

Николай МАЛЫШКИН.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика