Чутеевское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн ентешĕмĕр - паллă дирижер (ЯЛ ĚÇЧЕНĚ)

08 августа 2017 г.

Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин талантлă дирижерĕ Морис Яклашкин çак кунсенче 70 çулхи юбилейне паллă турĕ.
Морис Николаевич Яклашкин, Хор тата оперăпа симфони дирижерĕ, педагог
çуралнă: 1947 çулта августăн 4-мĕшĕнче
ăçта: Тăвай районĕнчи Чутей ялĕнче
вĕреннĕ: Канашри педагогика училищинче, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн музыкăпа педагогика факультетĕнче, Горький хулинчи М.И.Глинка ячĕллĕ патшалăх консерваторийĕн дирижерпа хор факультетĕнче
ят-сум: Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ искусство ĕçченĕ, РФ тава тивĕçлĕ искусство ĕçченĕ, Чăваш Республикин патшалăх премийĕн литература тата искусство облаçĕнчи лауреачĕ, Туслăх орденĕн, “Чăваш Республики умĕнчи тивĕçĕсемшĕн” орден медалĕн кавалерĕ. Шупашкар хулин сумлă çынни.
-Морис Николаевич, музыка тĕнчине мĕнле лекнĕ эсир - калаçăва çакăнтан пуçлар-ха;
-Юрă-кĕвĕ мĕн ачаранах илĕртнĕ мана. Атте, вăрçă участникĕ Николай Михайлович, Чутей ялĕнчи шкулта завуч, директор пулса ĕçленĕ. Вăл купăспа, тăмрапа калама, юрă юрлама ăстаччĕ. “Айта санпа юрлатпăр”,-тесе аннепе, Елена Порфирьевнăпа пĕрле “Ăçта каян, чĕкеç, çумăр витĕр” юрра тăсса яратчĕç. Юрă-кĕвĕ ăсталăхĕ аттерен мана куçнă та. Анне вăрçă çулĕсенче трактористра ĕçленĕ. Вăрçă хыççăн ялти ФАПра санитаркăра тăрăшнă. “Эпир ватăлсан мĕнле сипленмеллине калатăн”,-тетчĕ вăл Канашри медицина училищине вĕренме кĕме хистесе. Çапла эпĕ медицина училищине çул тытрăм. Унпа юнашар музыка училищи вырнаçнăччĕ. Музыка училищи умĕнчен иртсе кайнă чухне фортепианопа, сĕрме купăспа каланине, юрланине илтрĕм. Юрă-кĕвĕ мана музыка училищи енне илĕртрĕ.
-Музыка инструменчĕсемпе калама пĕлмесен музыкант пулаймастăн, теççĕ...
-Баянпа, фортепианопа калама вĕренме тĕллев лартрăм. Атте баян туянса пачĕ. Кашни кунах училищĕ-ре ирттереттĕмччĕ. Занятисем хыççăн 8-9 сехетсенче студентсем килĕсене саланатчĕç. Эпĕ хуралçăран ирĕк ыйтса фортепианопа калама вĕренме юлаттăм. Çурçĕр иртиччен фортепианопа калама вĕренеттĕм, кайран татах канса илеттĕм те ирхине виçĕ сехетре каллех инструмент умне тăраттăм. Çапла 2-мĕш курсра фортепианопа музыка училищине вĕренсе пĕтернисенчен те лайăхрах выляма пуçларăм.
-Хор дирижерĕн профессине алла илсен ăçта ĕçлеме пуçларăр;
-Чутейри шкулта музыка учителĕнче. Тепĕр икĕ уйăхран çара кайрăм, Углич хулинчи сывлăш çарне лекрĕм. Салтак аттине хывсан хĕлле яла çитрĕм. Кил умĕнче хĕрарăм тăнине куртăм. Тимлесех пăхрăм, анне иккен.
-Эсир физкультура учителĕ те пулнă иккен...
-Çапла. Тăвайри шкулта музыка урокĕсене ирттереттĕм. “Физкультура урокĕсене ил. Эсĕ çар хыççăн”, -терĕ мана сехетсем сахал пулнипе шкул директорĕ. Тепĕр темиçе уйăхран И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университетне вĕренме кĕтĕм. Ăна вĕçлесен Канашри педучилищĕн музыка уйрăмĕнче дирижер дисциплинисен преподавателĕнче тăрăшрăм. Унтан Чăваш патшалăх телерадиокомпани хорĕнче хормейстерта 9 çул ĕçленĕ хыççăн художество ертÿçи тата тĕп дирижер пулма шанчĕç.
-Малашнехи шăпа çак хорпа çыхăннă ĕнтĕ сирĕн...
-Тĕрлĕ хулара иртнĕ Чăваш Республикин кунĕсем асра. Союзсен Çуртĕнчи Колонна залĕ-нчи концерт хыççăн мана вăл вăхăтри РФ культура министрĕ хăйĕн патне чĕнсе илчĕ. “Эсĕ кĕлеткепе çÿллех мар иккен. Сцена çинче ăмăрткайăк вара!”-çакăн пек калаçăва паянхи кун та астăватăп. Чăваш патшалăх капеллипе Мускаври П.И.Чайковский ячĕллĕ патшалăх консерваторийĕнче, “Россия” концерт залĕнче, Гнесинсен ячĕллĕ музыка академийĕнче, композиторсен тĕп çуртĕ-нче, А.А.Фадеев ячĕллĕ литераторсен çуртĕнче, “Московская осень”, “Панорама музыки России” фестивальсенче концертпа пулнă. Раççей тата Чăваш Ен композиторĕсен 200 яхăн хайлавне вылянă. Чăваш Республикин патшалăх гимне фонд валли çырса хăварнă ?2000 çул/. Мускаври “Русская филармония” симфони оркестрĕпе сцена çине тухнă, “Новая Россия” патшалăх симфони оркестрĕпе те тата ытти те.
-2000 çулта эсир пуçарнипе чăваш симфони капелли шутĕнче симфони оркестрне йĕркелеççĕ...
-”Тутарсен симфони оркестрĕ пур. Эпир мĕнпе кая;”-текен шухăш Чăваш патшалăх телерадиокомпани хорĕ-нче ĕçленĕ чухнех мана канăç памастчĕ. Моцарт, Бах, Чайковский, Рахманинов, Римский-Корсаков тата ытти классик хайлавĕсене юрлаймастăмăрччĕ. 2000 çулта республика правительствине симфони оркестрĕ йĕркелеме пулăшма ыйтрăм. Пулăшрĕç. Симфони оркестрĕнче çав вăхăтра 26 çын пухăнчĕ. Пурĕ вара 80 çын кирлĕ. Унтанпа оркестр шучĕ 76 çынна çитрĕ ĕнтĕ. Тÿпери тăрна çинчен ĕмĕтлениччен, алăра кăсăя тытма тĕллев лартни пурнăçланчĕ. Программăна тĕнчипе паллă, Раççейри тата Чăваш Енри композиторсен хайлавĕсем кĕчĕç. Унччен чăваш композиторĕсен хайлавĕсене юрлайман. Симфони оркестрĕ йĕркеленсен çĕнĕ хайлавсем те кун çути курма пуçларĕç. Оркестр пулмасан республикăна та никам та килмест. Мĕн, баянпа вылямалла-и; Акă контрафагота 1,5 млн тенкĕ парса туяннă, Голландирен илсе килнĕ органа - 4,5 млн тенкĕ, Чикагоран илсе килнĕ арфа - 1,2 млн тенкĕ. Кирек епле музыкант та, темиçе хут лауреат пулсан та вутăпа е самовар кĕпçипе выляймасть. Ял-саласене тухса çÿ- ретпĕр, çынсене классика музыкине юратма вĕрентетпĕр.
-Сирĕн хĕрĕр Наталья та искусство çулĕпе кайнă...
-Вăл та Горькинчи патшалăх консерваторийĕнче вĕренчĕ. Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче директорта ĕçленĕ хыççăн 12 çул - Инçетри Çурçĕрте. Пĕтĕм Раççей шайĕнчи конкурссенче юрăçă пулса 4 хут лауреат ятне тивĕçрĕ. Шупашкарти оперăпа симфони дирижированийĕн специальноçĕпе магистратура пĕтерчĕ. Симфони дирижерĕн тилхепине тивĕçлĕ тытса пыма пултаракан чăн-чăн профессионалсем татах та пур.
-Республика кунĕнче эсир пин саслă ача-пăча хорне ертсе пытăр...
-”Ну эсир “чăнкă” дирижер!”-терĕç мана репетици хыççăн 32 регионтан килнĕ ачасем. Çумăр та кансĕрлемерĕ вăл кун пире.
-Çемье пирки каласа параймăр-ши;
-Хуçалăхри мĕн пур ĕç мăшăр, Нина Николаевна çинче. “Санпа хăш-пĕр чухне çăмăл мар, тепĕр чухне питĕ ансат”,-тет вăл мана. Мăнуксем савăнтараççĕ. Акă Даниил РФ правительстви çумĕнчи финанс академийĕн юридици факультетĕнче бакалавриат вĕренсе пĕтерчĕ, Марк сăвăсем шăрçалать, Глеб 1-мĕш класа кайрĕ. Нумаях пулмасть хĕрĕм патĕнче Севастопольте пултăм. Çĕршывăн кăнтăр чиккисем Хура тинĕс флочĕн шанчăклă аллинче пулни мăнаçлантарчĕ.
-Чылайăшĕ дирижерăн оркестрти пĕлтерĕшне ăнлансах каймасть...
-Дирижер вăл алăпа суллани мар, нотăсемпе хайлавăн тĕшшине туртса кăлараканĕ, йĕркелесе пыраканĕ. Ăçта шăппăн каламалла, ăçта хытăрах. Унăн оркестрти кашни çыннăн шухăшне пĕр юхăма ямалла.
-Куракана çурăмпа тăнă чухне мĕн туятăр;
-Дирижерăн кĕвĕ-çемме çурăмпа туймалла, унсăрăн вăл патак кăна. Ахальтен мар дирижера çурăм тăрăх пĕлетпĕр тесе калаççĕ. Шухăшлав, хайлав тĕшши дирижер çурăмĕ çинче.
-Калаçушăн тав тăватпăр. Сире, Морис Николаевич, Тăвай енĕн паллă ывăлне юбилей ячĕпе саламлатпăр, 100 çула çитме, малашне тата пысăкрах çитĕнÿсем сунатпăр.
А.ТИХОНОВА калаçнă.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика