Янтиковское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

"Добро пожаловать на наш сайт"

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвай ен аталанать

12 августа 2017 г.

Тăвай ен аталанать

Паха пулăшу – тăван ялтах

   Ялта пурăнакан халăхшăн медицина пулăшăвне вăхăтра илсе тăрасси яланах тĕп вырăнта пулнă. Ĕçпе çитĕннĕ çынсем аптăраса ÿксен те тухтăрсем патне кайма васкамаççĕ. Вĕсен, чи малтан, район центрне çити кайса вăхăта «харама» ярас килмест. Çавăнпа та Чăваш Енре 2013 çултанпа çĕнĕ тата хăтлă фельдшерпа акушер пункчĕсем уçассипе çыхăннă программа пурнăçа кĕрет. Вăл темиçе тапхăрпа та пурнăçланчĕ ĕнтĕ. Унпа килĕшÿллĕн, юлашки çулсенче республикăри ялсенче 125 ФАП хута кайрĕ. Тăвай районĕ пирки калас пулсан, 2013 çултанпа пирĕн тăрăхри Амалăх, Вăтаяль, Нÿшкасси, Çĕнĕ Ишпуç, Тенеяль ялĕсенче тата Кушкă салинче медицина пункчĕсем уçăлчĕç. Çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче вара вĕр-çĕнĕ ФАП Çăлпуç ялĕнче хута кайрĕ. Ĕç-пуçа район ертÿçисем Александр Шакинпа Владимир Ванерке, республикăри сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Светлана Ананьева, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин, районти пульницăн тĕп тухтăрĕ Наталия Мефодьева, Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Сормов, район депутачĕ Анатолий Ломоносов, Çăлпуç ял старостинче нумай çул ĕçленĕ Анатолий Иванов тата ыттисем те хутшăнчĕç. Сиплев çуртне уçассипе çыхăннă савăнăçлă уява ватти те, вĕтти те пухăнчĕ. Вĕсем валли «Юн тымарĕсен патрулĕ» ятлă чатăр вырнаçтарнă. Унта кашниех хăйĕн юнĕн пахалăхне, артери пусăмне тĕрĕслеттерме пултарчĕ. Тăвайри культура çурчĕ çумĕнчи «Тăвай ен» халăх ансамблĕ вара пухăннисене хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. «Ялти халăхшăн çакă калама çук пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен вырăнти çынсем 10 çула яхăн ĕнтĕ медицина пулăшăвĕ илме район центрне çÿренĕ. Çамрăксемшĕн пысăках чăрмав мар-ха, анчах та çулланнă çынсемшĕн çакă черетлĕ хуйхă-çке. Кăçалхи çĕртме-утă уйăхĕсенче Чулхулари подряд организацийĕн Канашри ушкăнĕ, çÿллĕ шайра ĕçлесе, капмар та илемлĕ çурт хăпартрĕ. Фельдшерпа акушер пункчĕ çумĕнчи тавралăха вара ял халăхĕ, пульница ĕçченĕсем хăтлăхпа илем кĕртрĕç, тротуарсем тума пулăшрĕç. Ĕçсене тума республика хыснинчен тата ял тăрăхĕн бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрнă. Унпа туллин усă курнă», — пĕлтерчĕ Н.Сормов. Тĕпрен илсен, çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕпе ял халăхĕ питĕ кăмăллă. Çуртра çынсене кĕтсе илмелли, йышăнмалли, процедурăсем ирттермелли, эмелсем упрамалли, хывăнса тăхăнмалли тата тула тухмалли пÿлĕмсем пур. Çăлпуçĕнче 50 çула яхăн пурăнакан Лидия Васильева та ялта ФАП уçăлнăшăн питĕ хăпĕртенĕ. «Тинех хамăр ялтан тух-масăрах медицина пулăшăвĕ илме пултаратпăр. 10 çул чунтан кĕтрĕмĕр çакна, аранах ĕмĕт пурнăçланчĕ. Хальччен пĕр укол тутарма та Тăвайне кайнă. ФАП пирĕн пурнăçа питĕ çăмăллатать», — терĕ вăл. Фельдшерпа акушер пунктне уçнине çирĕплетекен йăлана — хĕрлĕ хăйăва касассине — ялти нумай ачаллă Ивановсен çемйи пурнăçларĕ. Вĕсен кил-йышĕнче виçĕ шăпăрлан çитĕнет.

 

Хамăрăн ентешсемех тунă

   Автомобиль çулĕсен пахалăхĕ руль умĕнче ларса пыракансене савăнтарать çеç мар, вĕсен пурнăçне те упрать. Çавăнпа та республикăри çул-йĕре тирпейлесе, юсаса тăрассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Телее, хыснара ку тĕлĕшпе уйăрмалли укçа-тенкĕ çителĕклĕ. Чăваш Енри çул-йĕр фончĕ кăçалхи çул чăнах та пуян пулнине палăртмалла. Унăн калăпăшĕ 5 миллиард та 103 миллион тенкĕпе танлашать. Хисепĕн пысăк пайне усă курма килĕшÿсем çирĕплетнĕ. Çул-йĕр фончĕ май панăран ĕнтĕ, Тăвай ен урлă иртсе каякан «Энĕш» республика шайĕнчи автоçула юсарĕç. Çулталăк ытла вара Кушкă сали çумĕнчи Тăм шывĕ урлă кĕпер хыврĕç. Ăна 1963 çулта хăпартнăранпа пĕрре те юсаман, унсăр пуçне вăл хăрушсăрлăх йĕркисемпе те килĕшсе тăман пулнă. Çавăнпа та Республика Правительстви çĕнни тума йышăннă, контракта «Дорстрой» пĕрлешÿпе çирĕплетнĕ. Предприяти 15 уйăхра ĕçсене пурнăçлама пултарнă. Çакна та каламалла, кĕпере, хамăр район çыннисемех тунă. Унăн çиелти пайĕ вак чул. Никĕсе хăйăр, пахалăхлă чул, сăмалапа хуратнă чул хунă, ун çине тата асфальтобетон сарнă. Паянхи кун çакнашкал мелпе федераллă çулсене çеç сараççĕ. Кĕперĕн пĕтĕмĕшле хакĕ 90 миллион тенкĕ ытла. Çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче ăна савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Унта Чăваш Енри Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, республикăри транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов, «Акконд» обществăн тĕп ертÿçи Валерий Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин, «Дорстрой» общество ертÿçи Надежда Румянцева  тата ыттисем те хутшăнчĕç. Кĕпере уçнă май, В.Ванерке ун пирки кĕскен каласа пачĕ, республика ертÿлĕхне тата çул-йĕр ĕçченĕсене чунтан тав турĕ. — Подряд организацийĕпе район ертÿлĕхĕ алла-аллăн ĕçлени пире çакнашкал илемлĕ кĕпер парнелерĕ. Вăл нумай çул çирĕплĕхне çухатмасăр вырăнти халăха савăнтарса тăрасса шанатăп, — палăртрĕ Иван Борисович. — Кĕпер чаплă, вăл çынсене нумай çул усă кÿтĕр. Тĕпрен илсен Тăвай районĕ кăçал çулсем тăвассипе чи маттуррисенчен пĕри. Сирĕн тăрăхра чи япăх çулсене юсас ĕçсем пыраççĕ. Чăваш Енри мĕн-пур çула Тăвай енри пек тума Турă пулăштăр, — терĕ В.Иванов министр. — Пирĕн предприяти Тăвай районĕнче нумай çул ĕçлет. Çавăнпа та ку кĕпере, çулсене аван туни пире савăнтарать. Ял ĕçченĕсемшĕн, районти фермерсемшĕн çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ. Эпĕ хам та кунтан час-час иртсе çÿретĕп. Ĕçсем самантлăха та чарăнманнине çирĕппĕн калама пултаратăп, — пĕлтерчĕ пирĕн ентеш В.Иванов депутат. Унтан пухăннисем çĕнĕ кĕперпе утрĕç, ăна пысăк хак пачĕç.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çула пĕтĕмлетрĕç

   Социаллă объектсене уçнă хыççăн, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин анлă лару ирттерчĕ. Вăл Тăвайри вăтам шкулăн акт залĕнче пулчĕ.Унта районăн кăçалхи пĕрремĕш çур çулти социаллă тата экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕç, иккĕмĕш çур çулта тумалли ĕçсене палăртрĕç. Тăвай район адми-нистрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке пухăннисене районăн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Район экономикин никĕ-сĕнче ял хуçалăхĕ тĕп вырăнта тăрать. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта тĕрлĕ хуçалăхри производство калăпăшĕ 260 миллион тенкĕпе танлашса 102 процента çитнĕ. Ку тĕлĕшпе тĕрлĕ шайри бюджетран кÿнĕ патшалăх пулăшăвĕ 28 миллион та 200 пин тенкĕ пулни паллă (пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 66 процент). Утă уйăхĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 8 пин те 522 пуç пулнă, кăтарту пĕлтĕрхи пĕрремĕш çур çултинчен 5,5 процент пысăкрах. Çав шутран сăваканнисем _ 3521, фермерсен йышĕ те ÿссе пырать. Кăçал тепĕр çынна хуçалăх йĕркелесе тытса тăма 1 миллион та 850 пин тенкĕ укçа панă. Ял хуçалăх ĕçченĕсем 18,4 пин гектар çинче тыр-пул, пахча çимĕç акса, лартса хăварнă. Халĕ çĕр ĕçченĕсем тухăçа пухса илессипе тата 1,4 пин гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртессипе ĕçлеççĕ. Çавăн пекех районта çулталăк пуçланнăранпа 31 миллион тенкĕлĕх икĕ инвестици проекчĕ пурнăçа кĕртнĕ. Унсăр пуçне 87,5 миллион тенкĕ инвестици явăçтарнă (пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 27,4 процент нумайрах). Промышленноç производствин таварĕсен çаврăнăшĕ те 14,5 процент ÿснĕ, 124,3 миллион тенкĕпе танлашнă. Услам йĕркелемелли майсене ÿстересси районта тĕп вырăнта тăрать. Утă уйăхĕ тĕлне районта 335 пĕчĕк тата вăтам предприяти ĕçленĕ, вĕсенче пин те 857 çын вăй хуни паллă. Район çул-йĕр юсассипе те ăнăçлă ĕçлет. Вырăнти çулсене пăхса тăма хыснаран 24,2 миллион тенкĕ укçа уйăрнă, вăл шутран 9 миллиона яхăн «Энĕш – Тушкил» çула юсама. 8 çухрăм ытла вăрăмăш «Энĕш – Нÿшкасси» çула тирпейлеме вара хушма 26,5 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Районти 3 ял тăрăхĕ вы-рăнти пуçарусем çине таянса обществăлла инфратытăма аталантармалли проектсен конкурсĕнче çĕнтернĕ. Халĕ 14 миллион та 361 пин тенкĕ укçапа усă курса Тăрмăш тата Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕсенче ача сачĕсене çĕнетĕç, Нÿшкасси ялĕнче водопровод тăвĕç. Тăвай районĕнче шыçă чирĕсемпе аптăракансем сахалланни паллă. Диспансеризаци витĕр 1526 çын тухнă (халăхăн 61 проценчĕ). Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 93 ача çуралнă, 128 çын пурнăçран уйрăлнă, 31 çемье чăмăртаннă. Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ С.Ананьева палăртнă тăрăх, кăçалхи пĕрремĕш çур çул кăтартăвĕсем тăрăх, Тăвай районĕ ача çуралас сине республикăра 1-мĕш вырăнта тăрать. Ларăва пĕтĕмлетнĕ май, Иван Моторин Тăвай енĕн халăхне тухăçлă ĕçленĕшĕн тав турĕ. Йывăрлăхсемпе кăлтăксене пĕрле ĕçлесен пĕтерме май пуррине каларĕ тата район çулталăк вĕçлениччен тумалли ĕçсене пурнăçлассине шаннине пĕлтерчĕ. 

Первоисточник: "Ял ecченe"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика