Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп вырăнта – çынлăх

05 августа 2017 г.

Пуçлăхăн кăмăлĕ, ертсе пырас ăсталăхĕ ĕççыннисен хутшăнăвĕнче, калаçăвĕнче аван палăрать. Калининăри психоневрологи интернатĕнче пулнă май, çакна тÿрех туйса илтĕм – директора кунта чăн-чăн çын вырăнне хурса хаклаççĕ.

Çакă ахальтен мар. Çынлăх туйăмĕ Сергей Алексеевич Кузьминра хăйĕнче вăйлă. Унпа нумай та калаçмарăмăр, анчах та çак вăхăтра вăл ĕçтешĕсене, кунта сипленекенсене темиçе хутчен те ырă сăмахпа асăнчĕ.

Сергей Алексеевичпа, Калининăри психоневрологи интерначĕн директорĕпе, тĕлпулма хальхинче пархатарлă икĕ сăлтав пулчĕ: унăн 55 çулхи юбилейĕ тата вăл ку учреждение ертсе пыма тытăннăранпа 25 çул çитни.

Пуçлăх тилхепине Сергей Алексеевич çĕршыв экономикин çăмăл мар тапхăрĕнче тытнă. Укçа-тенкĕ тивĕçмест, тавраллах дефицит хуçаланать. Çамрăк ăс çивĕчех çав, лару-тăруран тухма темĕнле май та тупнă. «Чирлисене апатлантармалла. Сăмаха ĕненсе ĕçленĕ. Çăкăр комбинатне ун чухнехи укçапа миллион таран кивçене кĕрсе кайнăччĕ. Шаннă вĕт. «Искра» хуçалăх чылай пулăшрĕ. Юрать, йывăр тапхăрта, çамрăксем пулин те, коллектив пăлханса ÿкмерĕ», – аса илет Сергей Алексеевич.

Ку интернат пуçлăхне вăл ăнсăртран килсе ларман. Хусанти педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн, 1983 çулта, направленипе кунта маларах вырнаçнă юлса аталанакан ачасен çуртĕнче физика предметне вĕрентнĕ. «Класра манран кăшт аслăрах, хампа тантăшсем те пурччĕ. Шелччĕ вĕсене. Çав вăхăтрах хăшĕсем пĕлÿпе тĕлĕнтеретчĕç. Аслă пĕлÿ илекенсем те пулчĕç. Акă Марий Эл Республикинчи Дима Быстров, церебраллă шалкăм çапнипе аптăраканскер, халĕ компьютер программисем çырать. Ют çĕршывсене, курортсене канма çÿрет. Çемьеллĕ, икĕ ача. Интерната тĕлпулусене те час-часах килет», – шухăшĕпе çав тапхăра таврăнчĕ вăл каллех.

1989 çулта учреждение хупсан Сергей Алексеевич виçĕ çул РОНОра методистра тимленĕ. 1992 çулта интернат профильне улăштарсан ăна тилмĕрсех директор пулма ыйтнă. Унчченхи ача çурчĕн завучĕ Петр Никифорович Никифоров социаллă тивĕçтерÿ министерствине Сергей Алексеевича çирĕплетме сĕнÿ те çырнă. «Пĕрре кÿлĕнтĕм те 25 çул та ним мар иртсе кайрĕ», – тет вăл.

– Кирек ăçта кайсан та тăван кил хăй патнех туртать. Çакна шута илсех ĕнтĕ манăн малтанхи çулсенчех интернатра килти условисене çывăх климат тăвасси шухăшра тĕпре пулчĕ. Кунта пурăнакансем – ахаль те урăхларах çынсем. Вĕсене меллĕрех хутлăх, тимлĕх, кил ăшши кирлĕ-çке», – калаçăва малалла тăсать вăл.

Çак тĕллеве пурнăçлама май килнĕ. Интернатра сипленекенсем хăтлă пÿлĕмсенче пурăнаççĕ, кашни палатăрах телевизор та, Интернет та пур. Нумайăшĕ тăвансем илсе кайсан та каялла хăвăртрах килесшĕн çунаççĕ иккен. «Çакăншăн, паллах, коллектива пысăк тав. Кашни хăйĕн яваплăхне туять. Пĕтĕм çитĕнÿ вĕсем пĕр тĕллевлĕ пулнинчен килет», – тет Сергей Алексеевич.

«Шкулти пекех пирĕн отрасльте те патшалăх стандарчĕсене çирĕплетнĕ. Ман шутпа вара çак стандарт чунра пулмалла, çынлăх – унран та çÿллĕрех. Хам ĕçченсене çакна аса илтерсех тăратăп. Чирлисем хăйсен çапла шăпа килсе тухнăшăн айăплă мар-çке». 

Хăй вăл Çĕмĕрле районĕнчи Мыслецран. Çынпа çын пек пулма, ĕçченлĕхе йăмăкĕпе иккĕшне ашшĕпе амăшĕ, Алевтинăпа Алексей Кузьминсем, пĕчĕкрен хăнăхтарнă. Халь çак хаклă енсене Сергей Алексеевич хăйĕн икĕ ачине, виçĕ мăнукне пама тăрăшать. Мăшăрĕ, Ольга Николаевна, – Элĕк районĕнчен, ĕмĕр тăршшĕпе Калинино райповĕнче вăй хунă.

,çе чунтан парăнни çакăнтан та курăнать. «Юсавсем, строительство ĕçĕсем пынă вăхăтра киле сĕм çĕрлесĕр таврăнайман кунсем те пулнă. Тен, çемьене çителĕклĕ тимлĕх те уйăрайман. Çавăнпа та мăшăртан, ачасенчен каçару ыйтатăп», – тет Сергей Алексеевич.

Калаçнă вăхăтра ун ĕç пÿлĕмĕнчи Хисеп хучĕсене сăнатăп. Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсемшĕн илнисем, тĕрлĕ конкурс-ăмăртусенче çĕнтернисем. Хăй Раççей Федерацийĕн ĕçлев министерствин хисеплĕ ĕçченĕ (2002 çул), Чăваш Республикин социаллă хÿтлĕхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2006 çул). Ытти наградăсем нумай.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика