Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçпа тан пынă

05 августа 2017 г.

Чун çирĕплĕхĕ, ĕçрен хăраманни йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшса пынă Пуканкасси ялĕнчи Раиса Афанасьевăна. Кун-çулĕнче хура-шурне нумай курнă вăл.

«Эпĕ Вăрнарта 1940 çулта çут тĕнчене килнĕ. Атте агронома вĕреннĕ пулнă. Ăна «Броневик» хуçалăха ĕçлеме янă. Çул çинче çÿреме кансĕртен çемйипе Услапана куçнă. Манăн ачалăхăм вара çак ялпа çыхăнчĕ. Пуçламăш шкула çÿренĕ чухнех ĕç мĕнне ăнланса илтĕм. Ахаль ларман, уроксем хыççăн урам тăрăх тĕлли-паллисĕр чупса çÿремен, ăна-кăна тумалли тупăнсах тăратчĕ. Ĕçрен пушансан çеç алла кĕнеке тытнă», – калаçăва пуçларĕ Раиса Семеновна.

Вăл Кивьял Хапăс хыççăн Хăмăш шкулĕсенче ăс пухнă. Çичĕ класс пĕтерсен малалла вĕренме кăмăл туман, ферма ĕçне суйласа илнĕ, пăрусем пăхма пуçланă.

«Пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн тума тиветчĕ. Апата сенĕкпе валеçнĕ, шыва витрепе йăтнă. Çавах та ĕçлеме килĕшетчĕ. Çу кунĕсенче пăрусене витере тăратман, улăх-çаранлă вырăнсенче çÿретнĕ. Пĕр сăмахпа, кĕтÿç тивĕçне те пурнăçланă. Пăрусем патĕнчен икĕ çул уйрăлмарăм. Хыççăн доярка ĕçне кÿлĕнтĕм. Япăх тăрантарсан начар сĕт панине лайăх пĕлнĕрен ĕнене тулăх çитернĕ. Кашни ĕнерен ытларах суса илессишĕн пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçлеттĕмĕр», – иртни патне таврăнчĕ Р.Афанасьева.

Çамрăк тăрăшнă, аслисен сĕнÿ-канашне шута хунă. ,ç малти вырăнта тăнă. Çирĕм тăваттă тултарсан качча тухнă. Пуканкассинчи Дмитрий Афанасьев куккăшĕ патне Услапана пырса çÿренĕ. Çавăн чухне пĕр-пĕринпе тĕл пулнă, калаçса кайнă.

«Хĕлле, январĕн 9-мĕшĕнче, çемье çавăртăмăр. Мана илме вунвиçĕ лашапа пынине паянхи кун та лайăх астăватăп. Туй арăмĕсем – çуна çинче. Юрăсем шăрантарчĕç кăна. Аякри яла качча каяс çук та, сĕтел хушшинче йĕрсе ларман. Туйра халăх нумайччĕ», – аса илсе йăл кулчĕ Раиса Афанасьева.

Пуканкасси ялне качча килсен ĕç биографине «Гвардеец» хуçалăхра малалла тăснă. Выльăх-чĕрлĕхе юратнăран фермăра тăрăшнă. Кайрантарахпа бригада ĕçне куçнă. Мăшăр тăватă ывăлпа пĕр хĕре кун çути парнеленĕ.

«Куллен ĕçре пиçĕхнĕрен ĕмĕр иртни сисĕнмерĕ. Çитмĕл çичĕ çул вăл, çитмĕл çичĕ кун мар, çавăнпа та пурнăçăн тĕрлĕ самантне куратăн. Юратнă çын – Дмитрий водительте нумай çул ĕçлерĕ. Чирлекелетчĕ. Утмăл виçĕ çула çитсен пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Мăшăрпа пĕр шухăшлă пулса 1965 çулта кирпĕчрен çурт çĕклесе лартрăмăр. Хуçалăх ĕçленĕшĕн тырă çителĕклех паратчĕ. Çавăнпа килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕхне те тытнă. Иксĕмĕр те куллен ĕçе çÿренĕ, çав вăхăтрах ачасене те тивĕçлипе пăхса çитĕнтернĕ. Нумай ачаллă амăшĕ пулнăран пенсие 50 çулта тухрăм. Апла пулин те колхоз ĕçне кайнă. Тăрăшнине кура хăй вăхăтĕнче коммунизмла ĕç ударникĕ ята та тивĕçрĕм. Мана ял совечĕн депутатне виçĕ хутчен суйларĕç», – терĕ Р.Афанасьева.

Çулĕсем малаллах шăваççĕ, урасем ыратнипе аптрать, çавăнпа килтен ытлашши тухмасть. Ачасен ăшшине тата пулăшăвне туять вăл. Пурнăçа ÿпкелемест.

Юрий КОРНИЛОВ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика