Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Дмитрий Волков ячĕпе - Асăну хăми

Августăн 7-мĕшĕ Атнар ял тăрăхĕнчи Шорово ялĕнчи Волковсен çемйишĕн паллă пулăмпа асра юлĕ. Çак кун "Коминтерн" колхоза нумай çул хушши ертсе пынă Дмитрий Родионович Волков пурăннă кил-çурт çинче, вăл çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май, Асăну хăми уçрĕç. Савăнăçлă пулăма район пуçлăхĕ Александр Степанов, ЧР агропромышленность комп-лексĕн ветеранĕсен Канашĕн председателĕ Петр Ивантаев, унăн çумĕ Александр Самылкин тата ыттисем хутшăнчĕç. Асăну каçĕ районти "Çын тата çутçанталăк" халăх музе- йĕнче малалла тăсăлчĕ. Дмитрий Родионович ĕçленĕ çулсенче район, хуçалăхсен ертỹçисенче вăй хунă ĕçтешĕсем, тус-тăванĕ малтанах "Коминтерн" колхоз çинчен иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче ỹкернĕ документлă фильма курма пултарчĕç. Фильмра малта пыракан "Коминтерн" колхоз, унпа пĕрлех район историйĕ упранса юлнă: хĕрỹ ĕççи, строительство, палланă- пĕлнĕ сăнсем, фермăсенчи кулленхи ĕç-хĕл, çăварни тата ытти хаклă самантсем ỹкерĕнсе юлнă. Асăну каçĕнче аса илмелли пайтах пулчĕ пухăннисен. Петр Ивантаев, Александр Башкиров, Ираида Стекольщикова, Александр Самылкин, Юрий Николаев, Альбина Новикова, Ва-лерий Орлов, Иван Никифоров тата ыттисем Дмитрий Роди-оновича, унăн ĕçĕсене ырăпа кăна аса илчĕç, вăл ăслă та пы-сăк тавракурăмлă, пултаруллă çын, ертỹçĕ пулнине палăртса хăварчĕç. Пурте ăна хисеплĕ вĕрентекен вырăнне хурса хакла- рĕç. Дмитрий Родионовичăн мăшăрĕ Прасковья Павловна, тă-ватă ачи çемйисемпе (ултă мăнукĕ, икĕ кĕçĕн мăнукĕ) мăшăрне, ашшĕне хисеп тунăшăн, манманшăн пуç тайса пурне те тав турĕç. Асăну каçне пухăннисем района аталантарассине пысăк тỹпе хывнă, унăн историйĕнче тарăн та паллă йĕр хăварнă çынсене хисеп туса Асăну хăмисем уçассине малашне те йăлара тытма канашларĕç.

А.ЗАМУТКИНА. Фоторепортаж - редакци сайтĕнче.



"Пирěн пурнăç"
09 августа 2017
14:56
Поделиться