Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ватăсемпе ачасем хÿтлĕхре

Пĕччен тăрса юлнă ватăсене тата килтен питех те тухса çÿреймен инвалидсене районта пурăнакансене социаллă пулăшу паракан центр хăйĕн хÿттине илет. Иртнĕ çичĕ уйăхра асăннă центр ĕçченĕсем аслă ăрури хÿтлĕхсĕр 104 çынна пулăшу панă. Çавăн пекех социаллă ĕçченсем пулăшу кирлĕ тата тепĕр 17 çынна тупса палăртнă, хăйсен хÿттине илнĕ.

Кунсăр пуçне районта пурăнакансене социаллă пулăшу паракан центр йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесене те тимлĕхсĕр хăвармасть. Январь-июль уйăхĕсенче социаллă ĕçченсем ачисен воспитанийĕпе ĕçлемен ашшĕ-амăшне тупса палăртас тĕлĕшпе 88 тĕрĕслев ирттернĕ, 117 çемьене çитсе килнĕ. Паянхи куна центрта 29 çемье профилактика учетĕнче тăрать. Право йĕркине пăснă çула çитмен 15 çамрăк сăнавра шутланать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 августа 2017
11:43
Поделиться