Яндобинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Урамра çул сарнă

08 августа 2017 г.

Çул ыйтăвĕ яланах çивĕччисенчен пĕри пулнă. Çĕнкас Юнтапа ялĕнче пурăнакансене те çакă тахçантанпах пăшăрхантарать. Асфальт çул пулманран çуркуннехи-кĕркуннехи вăхăтра яла транспортпа кĕрсе тухма йывăрлăх кăларса тăратнă. Хастарсем килĕрен укçа пухса ялта çул сарма шут тытнă. Шутланă - тунă. Вĕсен пуçарăвне ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Ананьев та ырланă, кирлĕ материалпа тивĕçтернĕ. Вак-тĕвек кирпĕчрен çул сарса та тухнă маттурсем. Анатолий Канюковпа Григорий Мешков тракторсемпе пулăшу кÿнĕ. Георгий Никоноров, Александр Арсентьев, Валериан Димитриев, Анатолий Степанов, Валерий Бойков, Евгений Александров, Максим Андреев та çак пархатарлă ĕçе хастар хутшăнса ĕçленĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429256, Аликовский район, с. Яндоба, ул. Школьная, д. 8
Телефон: 8(83535) 65-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика