Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачасене кĕтсе илме хатĕр

Умра - çĕнĕ вĕренÿ çулĕ. Районти вĕренÿ учрежденийĕсем ачасене илемлĕ классене кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Иртнĕ кунсенче тĕрĕслев комиссийĕ Элĕкри «Хĕвел» ача садне, Питĕшкасси тата Чăваш Сурăм вăтам шкулĕсене, Йăлкăшри пуçламăш тата Элĕкри ача-пăча ÿнер шкулĕсене, Вутлан, Карачура, Юнтапа,Тени вĕрĕнÿ учрежденийĕсене, Ехремкассинчи шкул çулне çитменнисен ушкăнне çитсе курнă. Ĕнер вара комисси Тавăтри «Пучах», Элĕкри «Çăлкуç» ача сачĕсенче, Тавăт, Мăн Ямаш тата Ураскилт шкулĕсенче пулнă. Кашни шкултах классене, коридорсене, спортзалсене юсанă, стенасемпе урай-маччана сăрланă. Йăлкăш шкулне кĕмелли вырăнта перилăсем вырнаçтарнă, шкул çулне çитменнисен ушкăнĕн пÿлĕмĕнче те юсав ĕçĕсем ирттернĕ. «Хĕвел» ача садĕнче аслă ушкăнри вăйă пÿлĕмĕнче, пĕрремĕш хутри коридорта, туалетсемпе çăвăнмалли пÿлĕмсенче юсав ĕçĕсем ирттернĕ, икĕ пластик алăк улăштарнă.

Асăннă вĕренÿ учрежденийĕсенче пушар сÿнтеркĕчĕсене вырнаçтарнă, пушар сигнализацийĕ, Альтоника тытăмĕ пур. Шкул территорийĕсенчи тирпейлĕхпе илемлĕх çине те пысăк тимлĕх уйăрнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 августа 2017
11:39
Поделиться