Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Район уй-хирĕнче

Районти хуçалăхсенче нумай çул ÿсекен курăксене планра палăртнă чухлех çулнă - 2385 гектар (100 процент). 1930 тонна утă хатĕрленĕ, 4500 тонна сенаж тата 2800 тонна силос янтăланă.

Выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе малта пыракан хуçалăхсенчен пĕри - «Новый путь» хуçалăхĕ. Унта нумай çул ÿсекен курăксене 545 гектар çинче çулнă, 200 тонна утă, 4500 тонна сенаж хатĕрленĕ. «Авангард» хуçалăхра нумай çул ÿсекен курăксене 218 гектар лаптăк çинче çулнă, 125 тонна утă, 700 тонна силос янтăланă. Ульянов ячĕллĕ хуçалăх та ку енĕпе ăнăçлă ĕçлесе пырать. Çавăн пекех С.Александров хресчен-фермер хуçалăхĕнче те выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе лайăх йĕркеленĕ. Хальлĕхе унта 78 гектар çинче нумай çул ÿсекен курăксене çулнă, 63 тонна утă, 250 тонна силос янтăланă.

Районта кĕр тыррисене акма хальлĕхе çĕр 1050 гектар хатĕрленĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 августа 2017
11:38
Поделиться