Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленеççĕ

01 августа 2017 г.

1 Aug, 2017 

Хальхи вăхăтра республикăри пĕлÿ паракан организацисем хĕрсех çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленеççĕ. Çак ĕçсем мĕнлерех пынипе паллаштарас тĕллевпе ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви паян пресс-тур йĕркелерĕ.

Журналистсен ушкăнĕ Комсомольски районĕнчи Хырхĕрринчи, Хырай Ĕнелти тата Çĕрпÿ районĕнчи Апакасси шкулĕсенче пулса курчĕ. «Хатĕрленÿ ĕçĕсене çурла уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçлетпĕрех», — шантарсах каларĕç çав пĕлÿ çурчĕсен директорĕсем.

Хырхĕрринчи шкулта утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче санитари-техника пÿлĕмĕ тума пуçланă: никĕсне янă, хальхи вăхăтра стенисене хăпартаççĕ, çак эрнерех тăррине витме тытăнасшăн. Унтан шалти ĕçсене пуçăнасшăн. Çапла вара вĕренекенсем малашне урамрине мар, хутса ăшăтакан туалета çÿрĕç. Хырай Ĕнелти шкулта вара çакнашкал пÿлĕмсене туса пĕтернĕ ĕнтĕ. Апакассинчи пĕлÿ çуртĕнче санузелсем малтанах пулнă: хальхи вăхăтра вĕсене çĕннисемпе улăштараççĕ, çавăн пекех спорт залне юсаççĕ.

ЧР Вĕрентÿ министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх — хальхи вăхăтра Чăваш Енри 19 шкулта хутса ăшăтакан санитари-техника пÿлĕмĕсем /пĕтĕмпе 35,1 миллион тенкĕ уйăрнă/ тăваççĕ, 21 спорт залне юсаççĕ, 8 шкулта комплекслă капиталлă юсав пырать.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Комсомольски район администрацийĕн сайтĕнчи ÿкерчĕк.

Источник: "Хыпар"

Первоисточник: http://hypar.ru/cv/cene-vereny-culne-haterlenecce

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
        

Ссылки на сайты партнеров размещены в разделе «Сайты партнеров»

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика