Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕркене пĕлмесĕр сунара ан тух

04 августа 2017 г.

Чăваш Республикин Çутçанталăк ресурсĕсен министерстви августăн 19-мĕшĕнче çуллахи тата кĕркуннехи сунар тапхăрĕ уçăласси çинчен пĕлтерет. Вăл ноябрĕн 15-мĕшĕччен пырĕ. Сунар тапхăрĕнче кайăк-кĕшĕк тытма юрĕ.

Ухатана тухнă чухне сунарçăсен хăйсемпе сунарта кирлĕ документсене - лицензи е договор, путевка, билет - илме манмалла мар. Çавăн пекех пăшал çумне паракан документсем те йĕркеллĕ пулмалла. Пăшал вăл - çын пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан япала. Çавăнпа та яла кĕриччен патронсене кăлармалла.

Сăмах май каласан, вырăнтан вырăна куçса çỹренĕ самантсенче пăшала ятарлă чехола хумалла. Çак хатĕре куçарса çỹренĕ чухнехи саккунсене пăхăнманнишĕн административлă штраф тỹлеме тивĕ. Хакĕ - 1000 тенкĕрен пуçласа 1500 тенкĕ таран.

Аса илтеретпĕр, сунар вăхăтĕнче алкоголлĕ шĕвексем ĕçме юрамасть. РФ Административлă кодексĕнчи 20.8 статьян 4.1 пункчĕпе килĕшỹллĕн, эрех-сăра ĕçнĕ хыççăн хĕç-пăшал çакса тухнăшăн административлă майпа айăплĕç, пăшала та туртса илĕç.

Астăвăр, травматика тата газпа перекен хатĕрсем кобурара упранмалла. Чарусем, паллах, чылай - вĕсене пăхăнманнишĕн явапне çирĕп ыйтĕç.

Сăмах май, Административлă кодекса 2013 çулта кĕртнĕ çĕнĕлĕхсемпе килĕшỹллĕн сунарçăсен билечĕсĕр 1 çултан пуçласа 2 çул таран хăвараççĕ.

ЧР Росгварди уйрăмĕн ЛРР пайĕ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика