Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни çуртăн хуçи пулмалла

04 августа 2017 г.

Хуçасăр, усă курман, куçман пурлăх реестрне кĕмен объектсене тупса палăртас тĕллевпе кăçал Чăваш Енре "Халăх инвентаризацийĕ" акци ăнăçлă ĕçлет. Асăннă акци пуçланнăранпа чылай çуртăн хуçине тупма, регистраци тума май килнĕ.

Пирĕн районта та "Халăх инвентаризацийĕ" малалла пырать. Августăн 2-мĕшĕ тĕлне усă курман куçман пурлăхăн 28 объектне шута илнĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ пирки Тукай ял тăрăхĕнче пурăнакан граждансем пĕлтернĕ. Ял администрацийĕн ятарлă комиссийĕ Анат Тимĕрчкассинчи Шкул, Совет урамĕсенчи çуртсем "Луч" производство кооперативĕн иккенне палăртнă. Анчах предприяти вĕсем тĕлĕшпе харпăрлăх правине çирĕплетмен, комисси хуçалăх ертỹçине объектсене кирлĕ пек регистрацилеме вăхăт панă.

Усă курман куçман пурлăх переченне кĕртнĕ 28 объектран 16-шне хуçалăх çаврăнăшне кĕртнĕ. Çав шутран саккăрăшĕ - уйрăм харпăрлăхри пурăнмалли çуртсем. Хуçисем вилнĕ хыççăн тỹрех еткерлĕх правине илменнисем ăна суд урлă улттăн илнĕ. Малтан хуçасăр пулнă икĕ объект ял поселенийĕсене харпăрлăхне куçнă.

Районти чылай ялта ишĕлсе-юхăнса ларакан çурт сахалах мар. Çав шутра - совет саманинче колхозсем тунă производство базисем, ферма витисем, ытти хуралтăсем. Вĕсемпе усă куракан та, ишсе тирпейлес шутлисем те çук. Йывăçран тунисем вутта, кирпĕчрен купаланисем никĕс яма е çул сарма та кайнă пулĕччĕç. Унсăр пуçне хуçисем вилнипе "тăлăха" юлнă пурăнмалли çурт та пайтах. Хăшĕсем урам, ял илемне ярса ларнисĕр пуçне никама та кирлĕ мар. Ачисем пур пулин те ашшĕ-амăшĕн çуртне хăйсем çине куçарма васкамаççĕ. Çакнашкал тĕслĕхсем пирки район администраци пуçлăхĕн çумĕпе - экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн ертỹçипе Светлана Ульдинапа та калаçу пулчĕ.

- Чăнах та, районта хуçасăр çурт сахалах мар. Предприятисен пурлăхĕ пирки ертỹçĕсене, пурăнмалли пỹртсем тĕлĕшпе ачисене, тăванĕсене харпăрлăх правине илмеллине çыратпăр, ăнлантаратпăр. Хăшĕ-пĕри çакна ытлашши ĕç тесе шутлать пулас, патшалăх регистраци органĕсене тỹрех утакан сахал. Районта пурăнакансене те хастартарах пулма чĕнсе калатпăр. Куçман пурлăхăра халиччен те регистрацилемен пулсан çак ĕçе кашнинчех ырана хăварса ан пырăр. Кам та пулин усă курман, авариллĕ объектсем çинчен пĕлетĕр пулсан та экономика пайне 5-14-76, 5-15-67 телефонсемпе пĕлтерме ыйтатпăр. komsml@cap.ru электрон почта çине те информаци яма юрать, - терĕ Светлана Геннадьевна.

Л.ШУРЯШКИНА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика