Конарское сельское поселение Цивильского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хресчен тыр-пула страхламаншăн ÿкĕнет ("Хыпар")

31 июля 2017 г.

 

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра çитĕнтернĕ тыр-пула пухса кĕртес ыйтусем тавра тĕплĕ калаçу пулчĕ.

Вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çанталăк тĕлĕнтермĕшĕсене кура кăçал çуракине те каярах юлса тухнине аса илтерчĕ. Ун хыççăн та çанталăк йĕпе-сапа тăнă. Темиçе уйăхри нÿрĕкĕн вăтам кăтартăвĕ нормăпа пăхнин 280% танлашнă. Çĕртме уйăхĕнче ку кăтарту 350% çитнĕ. Паян та тăпра ытлашшипех нÿрĕ. Вырăн-вырăнпа йăрансен хушшинче халь те шыв тăрать. Çийĕнчен тата сулхăн пулнă. Çак условисенче техника культурисем пиçсе çитеймесси паллă. Сăмах куккурус, хĕвелçаврăнăш пирки. Çĕрулмишĕн те хăрушлăх пысăк. Тĕш тырă культурисем выртса хуралма пултараççĕ.

Ĕççи республикăн кăнтăр енчи районĕсенче те вăтамран 21 кун кая юлса пуçланать. Çурçĕр енче тата ытларах — 25-27 кун. Ял хуçалăх министрĕ Елчĕк районĕнче те ыран-виçмине пăрçа çулма тухасси пирки пĕлтерчĕ — çапла вара йывăррăн пулин те ĕççи пуçланчĕ теме юрать.

Çухатусем пĕчĕк мар пулассине кура тыр-пула страхлани çăлăнăç кÿмеллеччĕ ĕнтĕ. Сергей Артамонов хăй ертсе пыракан министерство хуçалăхсен ертÿçисене кун пирки асăрхаттарсах тăнине çирĕплетрĕ. Анчах çакна нумайăшĕ шута илмен. Пĕтĕмпе те 10,4 пин гектара кăна страхланă.

Ял хуçалăх культурисен вегетаци тапхăрĕнче çĕр йĕпе тăнине кура утă уйăхĕн 28-мĕшĕнчен Чăваш Енре чрезвычайлă лару-тăру йĕркине пĕлтернĕччĕ.


Автор: Николай КОНОВАЛОВ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


              

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика