Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачасене - кĕнекесем

Патшалăх вĕренÿ çине пысăк тимлĕх уйăрни вĕренекенсемшĕн те, ашшĕ-амăшĕшĕн те, ачасемшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Çак кунсенче район администрацийĕн вĕренÿ пайне 7-мĕш класра вĕренекенсем валли федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн 915 вĕренÿ кĕнеки килнĕ. Вĕсене çак кунсенче ачасен хисепне кура районти шкулсене валеçсе панă. Патшалăх шкул ачисене вĕренÿ кĕнекисемпе тÿлевсĕр тивĕçтерет.

Вĕренекенсем тивĕçлĕ пĕлÿ илнĕ хыççăн кĕнекесене шкул библиотекине тавăрса параççĕ. Çак кĕнекесемпе тепĕр виçĕ ăру та пĕлÿ илĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 августа 2017
09:49
Поделиться