Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район центрĕнчи çулсене - пысăк тимлĕх

01 августа 2017 г.

Çулсене юсассси пуриншĕн те çивĕч ыйту. Ахаль çынсене те, власть органĕсенче тăрăшакансене те хытах пăшăрхантарать. Паян шăп та шай çул-йĕр мĕнле лару-тăрура пулни пурнăç пахалăхне палăртать те.

Элĕкри Советски урамĕнчи çула юсама пуçлани автомобилистсемпе пĕрле район центрĕнче пурăнакансене те савăнтарчĕ. Июлĕн пĕрремĕшĕнчен Шупашкарти «Парт- нердорстрой» тулли мар яваплă общество унччен чылай пăшăрхану çуратнă урамра юсав ĕçĕсене пуçларĕ.

- Чи малтанах çул сарлакăшне ятарлă нормăсенче палăртнă стандарта çитерес тĕлĕшпе ĕçлеме тиврĕ. Çĕрĕн çиелти сийне вистенĕ. Унта хăйăр тата вак чул сарнă, бардюрсем выраçтарнă, - ĕç-хĕлпе паллаштарать асăннă обществăн прорабĕ Владимир Сачков.

Çул-йĕр строительствин ĕçченĕ палăртнă тăрăх, асăннă организацин сентябрь уйăхĕччен Советски урамĕнчи 510 метр çула туса пĕтермелле. Малтанласа шăтăк-путăка юсамалла, хыççăн асăннă çула тикĕслĕç, юлашкинчен вара ятарлă нормăсемпе килĕшÿллĕн асфальт сарĕç.

Владимир Александрович пĕлтернĕ тăрăх, çуран çÿрекенсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессине те тĕпе хураççĕ вĕсем. Çавăнпа тротуар та тума палăртнă. Ку чухне вара ятарлă техникăсăр та май çук, грейдерсемпе, погрузчиксемпе тата çула тикĕслемелли катокпа усă курни çын ĕçне самаях çăмăллатать. Икĕ КамАЗ Шупашкартан хăйăрпа вак чул турттараççĕ. Пĕтĕмпе çул-йĕр тăвас ĕçе 11 çынна явăçтарнă. Вĕсенчен виççĕшĕ - Элĕк район территорийĕнче пурăнакансем.

Акă, строительсен пĕр ушкăнĕ çул айккинче купаласа хунă тăпрасене сапалатса тикĕслессипе ĕçлетчĕ. Иван Трофимов экскаваторщик ятарлă техникăпа вĕсене пулăшу кÿретчĕ. Тин çеç ĕçе пуçăннă çамрăксене сĕнÿ-канаш пани те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

- Эпĕ хам Изванкă ялĕнче пурăнатăп. Шупашкарта пушар хуралĕ енĕпе колледжра пĕлÿ илетĕп. Çуллахи каникула вара ялта ирттерме кăмăллатăп. Килте усăсăр ларас мар тата хама валли укçа-тенкĕ ĕçлесе илес тĕллевпе çакăнта килсе вырнаçрăм та, - хăйĕнпе паллаштарать Анатолий Иванов. Изванкă ялĕнчи тепĕр тантăшĕпе, Денис Герасимовпа, пĕрле ĕçлеççĕ вĕсем. Ирхи 7 сехетрен пуçласа каçхи улттăччен аслă ĕçтешĕсемпе танах вăй хураççĕ. Ку чухне хĕртсе хĕвел пăхсан та ытти ĕçченсемпе танах тăрăшма тивнине пытармаççĕ. Çынсемшĕн питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç туни вара хавхалантарать вĕсене.

Эльвира КУЗЬМИНА. 

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика