ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чрезывчайлă лару-тăру йĕркине çирĕплетнĕ

01 августа 2017 г.

Июлĕн 28-мĕшĕнче Правительство комиссийĕн ларăвĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енре чрезвычайлă лару-тăру йĕркине пĕлтерме хушнă. Çакă ял хуçалăх культурисен вегетаци тапхăрĕнче çĕр йĕпе тăнипе çыхăннă.

Кăçалхи сивĕ, çумăрлă çанталăка пула çурхи культурăсене ытти чухнехинчен 2 эрне каярах - ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче - акма пуçларĕç. Ку ĕç çĕртме уйăхĕн çурриччен тăсăлчĕ. Çакă тыр-пул пуçтарса илес вăхăта витĕм кỹрет. Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче тин пуçăнма май килчĕ. Ку ĕç те пĕлтĕрхинчен çур уйăх кая юлчĕ. Унсăр пуçне вĕçĕ-хĕррисĕр çумăр выльăх апатне пуçтарса кĕртме чăрмантарчĕ.

Халĕ те Чăваш Республикинче тыр-пул вырма пуçламан-ха. 2016 çулта утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче комбайнсем хире тухнăччĕ.

Тăпрари нỹрĕке пула ỹсен-тăран çитĕнеймест - тухăç чакать е çĕрсе пĕтет.

Федерацин гидрометеорологи тата мониторинг центрĕн кăтартăвĕ тăрăх, республикăра утă уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне тăпрари нỹрĕк виçи нормăран 1,5-2 хут ытларах пулнă.

Республика Пуçлăхĕн йышăнăвне тĕпе хурса пирĕн районта та июлĕн 28-мĕшĕнчен чрезвычайлă лару-тăру йĕркине палăртнă. Тунтикун, июлĕн 31-мĕшĕнче, ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе йĕркеленĕ канашлура çакăн пирки район администрацийĕн ятарлă программисен секторĕн начальникĕ Дмитрий Галкин пĕлтернĕ. Çавăн пекех канашлура вырмана епле хатĕрленни тата обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли апат янтăласси мĕнле пыни пирки те сỹтсе явнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика