Клубные учреждения автономного учреждения "Многофункциональный культурный центр" Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Александр БАШКИРОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕ: "Пирĕн çулсем тумалла тата ĕçкĕçсемпе кĕрешмелле"

28 июля 2017 г.

Ĕнер, июлĕн 27-мĕшĕнче, район администрацийĕн Пысăк залĕнче муниципалитетăн 2017 çулхи пĕрремĕш çур çулĕнчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕç.

Анлă канашлу пуçланиччен района ĕçлĕ визитпа килнĕ ЧР транспорт министрĕ Владимир Иванов Серенкассинчи тин кăна юсаса çĕнетнĕ Культура çуртне, Ачкассинчи çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне, Шулю ялĕнче тума пуçланă Культура çуртне çитсе курнă. Çавăн пекех министр Хĕрлĕ Чутай салин Советски урамĕнче 1100 метр тăршшĕ сарнă çĕнĕ асфальт çула тишкернĕ.

Канашлăва Владимир Иванов министрпа пĕрлех ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Вячеслав Оринов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров хутшăнчĕç. Çакăн пек пухăнса халăха пăлхантаракан, кирлĕ ыйтусене сỹтсе явни çынсен пурнăçне лайăхлатмашкăн хушма майсем тупма пулăшнине палăртрĕç канашлăва пухăннисем. Александр Башкиров районăн кăçалхи ултă уйăх кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Тĕпрен илсен, район вăтам шайра аталанса пынине тата икĕ çивĕч ыйтăва - çулсем тумаллине тата ĕçкĕçсемпе кĕрешмеллине - палăртрĕ. Ялхуçалăх отраслĕ районта тĕп вырăн йышăнать. Район республикăра сĕт туса илессипе (104 процент), аш-какай илессипе (106 процент) 1-мĕш тата 12-мĕш вырăнсенче тăнине каларĕ.

Район кураторĕ Вячеслав Оринов район пуçлăхĕн доклачĕпе хăш-пĕр ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ, докладра тишкерỹ çуккине палăртрĕ, ĕç кăтартăвĕсене тишкермесĕр малалла тухăçлă ĕçлеме йывăррине палăртрĕ. Çак кунах районти Шулю, Ачкасси ялĕсенче, "Путь Ильича" колхоз пулнă вырăнта пулса курнă май тăван районшăн чунĕ ыратнине пытармарĕ ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Вячеслав Оринов. Кунта малтанах Шулюри Культура çуртне çĕклессипе йывăрлăхсем тухса тăнине асăнчĕ, саланнă колхоз пирки пăшăрханса калаçрĕ, чутайсене демографие лайăхлатас тесен чи малтанах эрех-сăрапа айкăшма пăрахма, ĕç вырăнĕсем тăвасси пирки шутлама, инвестицисене ытларах явăçтарассипе тăрăшса ĕçлеме сĕнчĕ.

Канашлăва пухăннисем транспорт министрне пăшăрхантаракан ыйтусем пачĕç. Сăмахран, Владимир Никитин тата Владимир Романов депутатсем Хăмаркка тата Хватукасси ялĕсенче çул сарас ыйтăва çĕклерĕç. Транспорт министрĕ вĕсене тимлесе итлерĕ, çитес çул валли плана кĕртессине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех Владимир Иванов министр кашни çулах республикăри 3-4 ялта çул сарнине палăртрĕ. Унпа пĕрлех депутатсем хускатнă ялсенчи çулсене çитсе курассине пĕл-терчĕ.

Канашлу ырă пулăмпа вĕçленчĕ: "Хастар" ФСК тренерĕсене Николай Васильевич Судакова, Ираида Леонидовна Родионована, Петр Александрович Кузьмина, Евгений Николаевич Сергеевафизкультурăпа спорта аталантарас ĕçе тỹпе хывнăшăн Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министерствин Хисеп грамотипе тата Тав çырăвĕпе наградăларĕç. Çавăн пекех муниципаллă службăн ĕç ветеранĕ Елена Сергеевна Барышникова республикăри хĕрарăмсен юхăмне аталантарассине тỹпе хывнăшăн Раççейри хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ.

А.ЗАМУТКИНА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика