Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çу кунĕ хĕле тăрантать

22 июля 2017 г.

Çу кунĕ хĕле тăрантать

Вырмана хутшăнакан техникăна тĕрĕслекен районти комисси çак кунсенче Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнче пулнă.

Елчĕк район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов ертсе пыракан комисси В.Чернов хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пулнă май кунта вырмана хатĕррине палăртнă. Кăçал хуçалăхра 460 гектар çинче çитĕннĕ тыр-пула пухса кĕртмелле, 102 гектар çинче кĕр тыррисене акса хăвармалла.

Ленин ячĕллĕ хуçалăх ĕçченĕсемпе тĕл пулнă май комисси кунта та вырма ĕçĕсене пысăк хастарлăхпа пурнăçлама хатĕррине çирĕплетнĕ. 975 гектар лаптăк çинче çитĕннĕ тыр-пула пухса кĕртес ĕçре "Агрос" йышши 2 комбайн, "КСУ-1" косилка хутшăнĕç. Пĕр сехетре 50 тонна сортлама пултаракан "ВЦС-50" агрегат та юсавлă техникăсен йышĕнче.

Сăмах май, ялхуçалăх предприятийĕнче фермăри ĕне выльăха ăнăçлă хĕл каçарасси, вĕсенчен тивĕçлĕ шайри продукци туса илесси çине те çулсеренех пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Нумай çул ỹсекен курăкран выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçре Петр Патшин, Олег Патшин, Виталий Хушкин механизаторсем, Николай Чернов, Сергей Шепинов, Виталий Долгов, Василий Капсулов водительсем тăрăшнă. Пĕр çул ỹсекен курăксене 58 гектар (100 процент), нумай çул ỹсекен курăксене 393 гектар çинче (82 процент) çулнă. Курăка çулас ĕçе пысăк опытлă, яваплăха çирĕп туйса тăван хуçалăхра чылай çул ĕçлекен Владимир Майкова шаннă. Курăка рулона хывас ĕçре Виталий Долгов хастар тăрăшать.

Ĕнесене симĕс массăпа тăрантарас ĕçре Олег Патшинпа Алексей Татмин тимлеççĕ. Олег Патшин ДОН-680 комбайнпа курăка вырса вĕтетсе КТУ-10 кормораздатчик çине тиесе пырать, Алексей Татмин симĕс массăна фермăна турттарать.

Кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлес ĕç те тивĕçлĕ шайра хуçалăхра. Хальлĕхе кунта 170 гектар çĕр хатĕрленĕ. Виталий Хушкин, Сергей Шепинов, Василий Капсулов механизаторсем иртен пуçласа каçчен хуçалăх уйĕнче тăрăшаççĕ.

Валерий Падуев ертỹçĕ хуçалăхра ырми-канми тăрăшакансен ĕç-хĕлĕпе кăмăллă.

Е.ПЕТРОВА.

Автор сăнỹкерчĕкĕнче: Валерий Падуев ертỹçĕ нумай çул ỹсекен курăка çулнă çĕрте тимлекен Владимир Майков механизаторпа малашнехи ĕçе епле йĕркелесе пырасси пирки канашлать.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика