Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăнỹкерчĕксен конкурсĕ

28 июля 2017 г.

Пирĕн районта пахчисенче тĕрлĕрен тĕслĕ чечек ỹстерекенсем йышлă. Вĕсем çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннечченех иртен-çỹрен çынсене хăйсен илемĕпе савăнтараççĕ. Хисеплĕ вулакансем! Çакăн евĕр ăстасене тупса палăртас тĕллевпе "Каçал ен" хаçат июлĕн 31-мĕшĕнчен августăн 15-мĕшĕччен "Тирпей-илем тĕнчи" ятлă ятарлă фотоконкурс йĕркелеме шутларĕ. Çавна май хăвăрăн пахчара çитĕнекен чечексене е хăвăр ăсталанă беседкăсемпе тĕрлĕрен япаласенчен хатĕрленĕ клумбăсене ỹкерсе сăнỹкерчĕксене "Каçал ен" хаçат редакцине kasal1971@rambler.ru адреспа е социаллă сетьсенчи пирĕн страницăсене ярса пама е сăнỹкерчĕксене кĕртсе пама пултаратăр. Эпир сирĕн фотосене "Одноклассники", "Вконтакте" тата редакцин официаллă сайчĕ çине вырнаçтарăпăр. Кăмăл пуррисем вĕсемшĕн сасăлама та пултараççĕ. Çĕнтерỹçĕсене "Каçал енрен" асăнмалăх парнесем кĕтеççĕ. Хастартарах пулма ыйтатпăр, туссем!

Редакци коллективĕ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика