Кудеснерский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлес текен валли яланах ĕç пур

26 июля 2017 г.

Вăрмарти "Аванпром" тулли мар яваплă общество территорийĕнче вырнаçнă "Аквапром" тулли мар яваплă общество расширительнăй пичкесемпе гидроаккумуляторсем туса хатĕрлессипе активлă ĕçлесе пырать.

Кунта ĕçлекенсем уйăхне вăтамран 3 пине яхăн гидроаккумулятор туса кăлараççĕ. Продукци тумалли тимĕре Хусантан, Шупашкартан кÿрсе килеççĕ. Хăйсен ĕçне пĕлекен специалистсем çак тимĕре касса пресс-форма витĕр кăлараççĕ, вальцовка, унтан шлифовка тăваççĕ. Çурма пичкесене пĕр-пĕринпе сварка мелĕпе сварка тумалли çурмаавтоматра /полуавтомат/ сыпăнтараççĕ. Унтан сварщиксем гидроаккумуляторсем çумне урисене, платформине сыпăнтараççĕ. Гидроаккумуляторсемпе расширительнăй пичкесене сăрламалли уйрăмра вĕсене пульверизатортан сапса тĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа сăрлаççĕ. Сăрланă хыççăн типнĕ хатĕр продукцине пуçтарса чĕркемелли цехра пушă курупкасене вырнаçтарса тиесе яма хатĕрлеççĕ, Уфа, Хусан, Мускав, Пенза, Пермь, Екатеринбург, Красноярск, Санкт-Петербург тата ытти хуласене ăсатаççĕ. Эпир пынă вăхăтра та кашниех хăйĕн ĕçне пурнăçлатчĕ.

Б.Мясников - опытлă сварщик, унăн ĕç вырăнĕ сварка тумалли çурмаавтомат умĕнче. Ку ĕçре уйрăмах куç вăйĕ, тимлĕх кирлĕ. Уйрăмах Юрий Анатольевич Мефодьев электрик-электронщикăн /ÿкерчĕк çинче/ пултарулăхне палăртса хăвармалла. Хăй вăл ĕçе Кĕтеснертен çÿрет. Хусанти Авиаци институтне конструктор ЭВМ специальноçне алла илсе вĕренсе пĕтернĕ. Ю.Мефодьев предприятире çулталăк ытла кăна ĕçлет пулин те хăй аллипе сварка тумалли универсаллă çурмаавтомат тунă. Малтанхи аппаратпа 24 тата 50 литрлă шыв пичкисем кăна тунă пулсан, халĕ 24, 50, 80, 100 литр шыв кĕрекен пичкесем тума пулать. Çавăн пекех Юрий Анатольевич гидроаккумуляторсемпе расширительнăй пичкесем сăрламалли пысăк камера та пуçтарса тунă. Планра унăн тепĕр сварка аппарачĕ пуçтарасси. "Ĕç тухăçлăхĕ чунтан парăнса ĕçлекен шанчăклă çынсенче. Ĕçлес текен валли яланах ĕç пур", - тет "Аванпромри" пĕтĕмĕшле ĕçе йĕркелесе тăракан производство цехĕн начальникĕ Андрей Геннадьевич Павлов. "Аванпром" тулли мар яваплă обществăн тĕллевĕсем пысăк, вĕсене эпир хальлĕхе уçăмлатмастпăр-ха.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова.







Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика