Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Пирĕннисем – иккĕмĕш

Пирĕннисем – иккĕмĕш

Пушарнăйсем хăйсен тивĕçне вăхăтра тата тĕплĕн пурнăçлама пултарни халăх пурнăçĕн хăрушсăрлăхне пысăк витĕм кÿрет. Çавăнпа та вут-çулăм хуралĕнче вăй хуракансен хăйсен ăсталăхне кунĕн-çĕрĕн туптаса тăмалла. Виçĕмкун Тăвай тăрăхне хамăр патăмăрти, Елчĕкри, Комсомольскинчи, Патăрьелĕнчи тата Шăмăршăри пушар чаçĕсем ăмăртăва пухăннă. Вĕсем пушарпа ĕçлевлĕх спорчĕ енĕпе хăйсен ăсталăхне кăтартнă.
Республикăри зона шайĕнче иртекен ăмăртăва хутшăнакансене саламлама, ăнăçу сунма Раççейри Чрезвычайлă лару-тăру министерствин регионти уйрăмĕн пушар сÿнтерес тата çăлав ĕçне ирттерес енĕпе ĕçлекен управленин представителĕ, шалти службăн майорĕ Андрей Ермаков тата Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Олег Ломоносов килсе çитнĕ. 
Пушарнăйсем хăйсем сатур, вăр-вар, ăста тата хăюллă пулнине кăтартнă. Вĕсем пушар сÿнтермелли шланга салатас, пусма тăрăх 4-мĕш хут чÿречине хăпарас тата чăрмавсене парăнтарса чупас енсемпе тупăшнă. 
Тăвайри пушар чаçĕн чысне çиччĕн хÿтĕленĕ. Вĕсем: Андрей Жилкин, Александр Ананьев, Александр Федоров, Александр Семенов, Александр Романов, Михаил Кузьмин тата Сергей Моисеев (сăн ÿкерчĕкре). Çакна та каламалла, Тăвай пушарнăйĕсем пусма тăрăх хăпарас тата чăрмавсене парăнтарса чупас енсемпе палăрма пултарнă. Пирĕн ентешсем Каçал тăрăхĕнчи пушар хуралĕнче ĕçлекенсене çеç çĕнтереймен, 2-мĕш вырăна тухнă. Апла пулин те, вĕсем кĕçех республика шайĕнчи ăмăртура хăйсен ăсталăхне кăтартĕç.



"Ял ĕçченĕ"
21 июля 2017
11:03
Поделиться