Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр шухăш-тĕллевпе пурăнаççĕ

26 июля 2017 г.

Пĕр шухăш-тĕллевпе пурăнаççĕ

Тỹскел ялĕнчи Валерий Владимировичпа Валентина Ивановна Пушковсем Тỹскел ялне пурăнма куçни нумай çул мар-ха. Ватлăхра Владимир ывăлĕн çемйипе пурăнма кăмăл тунă вĕсем. Унччен вара Елчĕкре пурăннă.

Валя аппана эпĕ чылай çул пĕлетĕп. Сăпайлă хĕрарăмăн мăнукĕпе пирĕн кĕçĕн хĕр пĕрле вĕреннĕрен ытларах шкулта тĕл пулаттăмăр. Кукамăшĕ мăнукĕн класс пухăвĕнчен пĕрре те юлмастчĕ, воспитани темипе те ăшшăн калаçатчĕ, пире, çамрăк амăшĕсене, ырă сĕнỹ-канаш пама та пултаратчĕ. Унтанпа чылай шыв-шур юхса иртрĕ.

Нумаях пулмасть Пушковсене ЗАГС пайĕнче Çемье, юрату тата шанчăклăх уявне паллă тунă чухне тĕл пулма тиврĕ. Пăхатăн та вĕсем çине, вун-вун çул та хыçа юлман тейĕн, Валя аппа çавăн пекех маттур та илемлĕ тăрать. Хуп-хура çỹçĕсем кăшт шурални, пит-куçри пĕркеленчĕкĕсем çеç вăхăт иртнине систереççĕ. Пĕр шухăш-тĕллевпе пурăнакан мăшăра район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин "Юратупа шанчăклăхшăн" медаль парса чысларĕ. Вăл телейлĕ те ĕçчен мăшăра чылай çул пĕлнине, вĕсемшĕн савăннине палăртрĕ.

Валерий Пушков Акчел ялĕнче çуралса ỹснĕ, Валентина - Ĕнелĕнче. Владимир шкултан вĕренсе тухсан механизаторсем хатĕрлекен ятарлă шкулта пĕлỹ илнĕ. Çамрăк механизатор Казахстанри çерем çĕрсене уçнă çĕре те хутшăннă. Тăван тăрăха таврăнсан 45 çул хушши Елчĕкри сельхозтехникăра слесарь пулса ĕçленĕ. Валентина вара мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен, 30 çул ытла, Елчĕкри райпора поварта тăрăшнă.

Ĕçне кура хисепĕ тенĕрен, Валерий Владимировичпа Валентина Ивановна "Ĕç ветеранĕ" медальсене тивĕçнĕ. Тăрăшуллă арçыннăн кăкăрĕ çинче ытти наградăсем те пур. Вĕсен йышĕнче - Ĕç мухтавĕн орденĕ те (III степень).

Пушковсен туслă çемйинче тăватă хĕрпе пĕр ывăл ỹссе çитĕннĕ. Ачисем тĕрлĕ енне вĕçсе саланнă. Пурте юратнă профессисене суйласа илнĕ те хăйсен ĕç вырăнĕсенче тивĕçлипе тăрăшаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ хăйсене мĕнле çирĕп воспитани парса ỹстернĕ, ачисене çавăн пек пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ỹстерсе Тăван çĕршыва юрăхлă çынсем пулса ỹсчĕр тесе тимлеççĕ.

Пушковсем икĕ çул каялла ылтăн туй кĕрлеттернĕ. Ачисемпе мăнукĕсем ашшĕ-амăшне 50 çул пĕрле ырă та сывă, юратупа пурăннăшăн, хăйсене тĕрĕс-тĕкел ỹстерсе ăшă çунат пилленĕшĕн тав тунинчен ырри мĕн пултăр ватăсемшĕн.

Çулсем иртнĕ тесе Валери тетепе Валя аппа ахаль лармаççĕ. Кил картинче тăрмашаççĕ, çу кунĕсенче пахчаран кĕме пĕлмеççĕ. Марина кинĕ те хăй пекех пăрчăкан евĕр ĕçчен пулнăран хунямăшĕ ăна çын умĕнче мухтама та пултарать. Шăкăл-шăкăл калаçакан çемьере ĕçченлĕхпе пĕр-пĕрне хисеплени пĕрремĕш вырăнта тăрать. Çавăнпа та вĕсем ял-йышра пысăк хисепре.

В.СМИРНОВА.

Сăнỹкерчĕкре: Пушковсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика