отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Урмарском районе ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Публикации » Çемье ăшши - чун ăшши (Урмарская районная газета)

26 июля 2017 г.

Çемье ăшши - чун ăшши (Урмарская районная газета)

Июлĕн 8-мĕшĕнче православи тĕнне тытса пыракансем Муромри Петр кнеçпе Феврони çветтуйсен ячĕсене асăнаççĕ. Çак çветтуйсем христиансен мăшăрланăвне упраса тата хÿтĕлесе тăнине пурте пĕлеççĕ. Вĕсене халалласа пирĕн çĕршывра июлĕн 8-мĕшĕнче Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне паллă тăваççĕ. 2008 çул Раççейре çемье çулĕ пулнă. Пĕрремĕш хут çак уява шăпах та çавăн чухне паллă тунă.

Районта пĕр-пĕрне килĕштерсе тата юратса пурăнакан хисеплĕ мăшăрсем сахал мар. Вĕсем çинчен пирĕн хаçат страницисенче çырсах тăратпăр. Акă, Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Ирина Валерьевнăпа Сергей Николаевич Яковлевсен туслă çемйи пирки те пĕлтерес килет вулакансене. Çак мăшăра районта нумайăшĕ пĕлет. Сергей Николаевичпа Ирина Валерьевна иккĕшĕ те Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ, çак ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Вĕсем пĕр-пĕрне мĕн ачаран палланă. Каччăпа хĕр пĕр-пĕрне питĕ килĕштернипе 2004 çулта çемье çавăрнă. Кăçал 13 çул çитет ĕнтĕ телейлĕ мăшăр çемье чăмăртанăранпа. 2005 çултанпа вĕсем Вăрмар поселокĕнче тĕпленсе пурăнаççĕ. Сергей Николаевич 1977 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнче кун çути курнă. 1995 çулта вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физкультурăпа спорт факультетне вĕренме кĕрет. 1999-2000 çулсенче Сергей Николаевич хăйĕн çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлать. Салтакран таврăннă хыççăн Мускаври Патшалăхăн социаллă университетĕнче пĕлÿ пухса юрист профессине алла илет. 2005-2010 çулсенче Вăрмар поселокĕнче "Право" юридици фирмине ертсе пырать. 2010 çултанпа Сергей Николаевич - ЧР Адвокатсен палатин адвокачĕ, ЧР "Республиканская" адвокатсен коллегийĕн Вăрмарти филиалĕн заведующийĕ. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ халăха юридици енĕпе пулăшу парассипе çыхăннă. Сергей Николаевича хăйĕн ĕçне чунтан парăнса тата яваплăн пурнăçласа пынипе Адвокатсен коллегийĕн грамотине, РФ Юстици министерствин управленийĕн Тав çырăвне панă. Сергей Николаевич çинчен Мускавра тухса тăракан "Адвокатсен çĕнĕ хаçатĕнче" те ырласа çырса кăларнă.

Ирина Валерьевна та пултарулăхĕпе мăшăрĕнчен юлмасть. Вăл 1982 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнче çуралнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн 2000 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме кĕрет. 2005 çултанпа Вăрмар поселокĕнчи Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература предмечĕсене вĕрентме пуçлать. Ирина Валерьевна ÿссе пыракан ăрăва пĕлÿ парас ĕçре çитĕнÿсем тунăшăн райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн Хисеп грамотине, Наци культурин 2017 çулхи "Туслăх хĕлхемĕ" фестивалĕн регионсен тапхăрĕнчи призерне хатĕрленĕшĕн Тав çырăвĕ илме тивĕçнĕ. Вăл вĕренекенĕсемпе пĕрле яланах районти, республикăри, регионсем хушшинчи конкурссене активлă хутшăнать. Ачасене тĕрлĕ экскурсисене илсе çÿресе чăваш тата ытти халăх культурисемпе паллаштарать. Ирина Валерьевна хăйĕн ĕçне юратса пурнăçлать. Вĕренекенсем ăна хисеплеççĕ.

Сергей Николаевичпа Ирина Валерьевна иккĕшĕ те нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ, хăйсем те виçĕ ывăл - виçĕ улăп - çитĕнтереççĕ. Аслисем шкулта вĕренеççĕ ĕнтĕ, кĕçĕнни ача садне çÿрет. Вĕсем пурте спортпа туслă. Яковлевсем алă усса ларма хăнăхман. Кашни пушă минута вĕсем тухăçлăн усă кураççĕ, пĕтĕм ĕçе пĕр-пĕринпе канашласа пурнăçлаççĕ. Вĕсем Вăрмар поселокĕнче пысăк çурт тытса тăраççĕ, кролик усраççĕ. Яланах тăван ялне - Шăхале - кайса çÿреççĕ, ашшĕ-амăшĕсене пулăшаççĕ. Унта Яковлевсен утар та пур. Унсăр пуçне Сергей Николаевич сунара çÿреме кăмăллать. Вăл Вăрмар районĕнчи сунарçăсемпе пулăçсен "Чувашохотрыболовсоюз" обществин председателĕ пулнине палăртса хăвармалла. Яковлевсем тăвансемпе те, юлташсемпе те, кÿршĕсемпе те туслăн пурăнаççĕ. Вĕсем пуринпе те ăшшăн калаçаççĕ, килен-каяна сĕтел хушшине лартмасăр кăларса ямаççĕ. Çак çемьере пурте пĕр-пĕрне хисеплеççĕ, пĕтĕм чăрмавсене çĕнтерсе пыраççĕ, малаллахи пурнăç çине лайăххине кăна шанса пăхаççĕ. Ÿлĕмрен те çапла пултăр.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика