Комсомольский муниципальный округ

Юн пусăмне тĕрĕслемелле

Юлашки вăхăтра юн пусăмĕ ỹснипе аптăракансем чăннипех те йышланчĕç. Инсульт пуласран мĕнле сыхланмалла-ши? Тата шалкăм çапасран епле упранмалла? Ыйтусем çине хурав парса акă мĕн сĕннĕ пулăттăм хисеплĕ вулакансене.

Пуç миминче юн йĕркеллĕ çỹреме пăрахнине пула шалкăм çапнă çынна та ачана пăхнă пекех тимлĕх уйăрмалла. Çакна пурнăçлама нумай вăхăт, вăй-хал, чăтăмлăх кирлĕ. Анчах та нумай чухне инсульт хыççăн тăванĕсен те, чирлĕ çыннăн та шанчăк пĕтет. Тĕрĕссипе вара чирлĕ çынна пулăшсан вăл те-мĕнле йывăр пулсассăн та ура çине тăма пултарать.

Инсульт хыççăн, паллах, тỹрех тăрса ларма е ура çине тăма юрамасть. Чи малтанах ансат та пĕчĕк хусканусенчен пуçлас пулать, алă-урари пỹрнесене хускатасси, вырăн çинче енчен енне çаврăнма тата ыттисене те хăнăхасси. Ура çине тăма пуçласан вара майĕпен утăм хыççăн утăм тумалла. Малтанлăха алăсем е урасем пачах та итлемĕç. Паллах, пĕр эрнере е пĕр уйăхра пулакан япала мар ку, темиçе уйăха е 1-2 çула та пыма пултарать.

Юлашки çулсенче Шупашкарта республика больницинче инсульт хыççăн ал-ура ĕçлейменнисене, чĕлхе итлеменнине сиплеме ятарлă уйрăм та уçнă. Чирлĕ çынсемпе унта логопедсем те ĕçлеççĕ. Хăвăртрах ура çине тăрас, организма тĕреклетес тесен шалкăм çапнă çынна гимнастикăпа, массажпа сиплени çеç çителĕксĕр, эмел те вăхăтра ĕçмелле. Вĕсене тухтăр çырса парать.

Тата çакна калас килет. Нумай чухне çынсем больницăран сипленсе тухсан юн пусăмĕ ỹсме чарăннăран таблеткăсем пачах ĕçме пăрахаççĕ. Çавна пула юн пусăмĕ тепре ỹссе каять, каллех шалкăм çапас хăрушлăх сиксе тухать. Асра тытăр, юн пусăмĕ ỹснинчен пĕтĕмпех сывалма çук. Килте юн пусăмне виçекен аппарат та алă айĕнче пулмалла, тухтăр патĕнче тĕрĕсленсех тăмалла. Унăн сĕнĕвĕсене тĕплĕн пурнăçламалла.

Е.ВОРОНОВА



"Каçал Ен"
21 июля 2017
10:13
Поделиться