Министерство физической культуры и спорта Чувашской Республики

Арина Венгрире ишĕ

Республикăри олимп резервĕн 9-мĕш спорт шкулĕнче вĕренекен Арина Кошкина /тренерĕ Лариса Середкина/ Европăри çамрăксен Олимп фестивальне кайма хатĕрленет. Хĕре Раççейĕн пĕрлештернĕ командине йышăннă та ĕнтĕ.

24-мĕш хут иртекен фестиваль кăçал утă уйăхĕн 23-29-мĕшĕсенче Венгрири Дьер хулинче пулĕ. Çĕнтерÿшĕн Европăри 50 çĕршывран пурĕ 1500 çамрăк спортсмен /14-18 çултисем/ тупăшĕ. 130 медале спортăн 10 тĕсĕнче пайлĕç: дзюдо, ишесси, çăмăл атлетика, велоспорт, байдаркăпа тата каноэпе ишесси, спорт гимнастики, теннис, баскетбол, гандбол тата волейбол.

Европăри çамрăксен çуллахи Олимп фестивалĕнче Раççей чысне 105 спортсмен хÿтĕлĕ. Арина Кошкина икĕ дисциплинăра вăй виçĕ. Унăн пĕрремĕш старчĕ утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче пулмалла, 400 метр ишмелле. Иккĕмĕшĕ вара — утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче /200 метр/.

http://hypar.ru/cv/arina-vengrire-ishe   





"Хыпар"
20 июля 2017
13:21
Поделиться