Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ирĕке тухнисене - ĕç

18 июля 2017 г.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2013 çулхи мартăн 27-мĕшĕнче йышăннă 104 номерлĕ йышăнупа 2013-2020 çулсем валли йĕркене пăсасран тата преступление хирĕçле ятарлă профилактика программине çирĕплетнĕ. Унпа килĕшỹллĕн, Чăваш Енри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ирĕке тухнисене тата тухакансене ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе тĕрлĕрен мероприятисем ирттерет.

Судпа айăплă тесе йышăннă, халĕ ирĕке тухнă граждансенчен ĕçе вырнаçас тĕллевпе районти ĕçпе тивĕçтерекен центра пĕр çын килнĕ. Ăна 10 кун хушшинче организацие водителе вырнаçтарнă.

"О занятости населения в РФ" саккунăн 5-мĕш статйипе килĕшỹллĕн, ирĕке тухнă граждансем ĕçпе тивĕçтерекен центрта патшалăхăн çак пулăшăвĕсемпе усă курма пултараççĕ: килĕшекен ĕç шырама, ĕç рынокĕнчи положенисемпе паллашма, психологи пулăшăвĕ илме, професси суйлама, çав вăхăтрах квалификацие ỹстерме тата çĕнĕрен вĕренсе тухма, ĕçсĕр тесе йышăннă граждансене тивĕçтерекен социаллă тỹлеве илме, тỹлевлĕ обществăлла ĕçсене хутшăнма, вăхăтлăх ĕçе вырнаçма, ĕç рынокĕнче ĕçсĕр граждансемпе социаллă хăнăхтарусене хутшăнма, ют регионсенчи яллă вырăнсенче ĕçсем тупма.

Раççейре наказание пурнăçа кĕртнине асăрхакан инспекци учрежденийĕсенче тăрăшакансем ирĕке тухма вăхăт çитнĕ граждансем пирки патшалăхăн ĕçпе тивĕçтерекен центрĕсене пĕлтереççĕ, çав вăхăтрах гражданинăн специальноçĕсене те палăртаççĕ. Çакă гражданин ирĕке тухсан ăна ĕç хăвăртрах тупма пулăшать.

Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти ĕçпе тивĕçтерекен центра çакăн евĕр 7 ыйту килнĕ. Вĕсене кашнинех хуравланă.

Паянхи куна ирĕке тухнă граждансенчен ĕçсĕр тесе учетра тăракансем çук.

К.КОКШИН,

директор.

Источник: "Каçал Ен"

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика