Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекенсен слетĕнче

23 июня 2017 г.

Вĕрентекенсен слетĕнче

Çĕртме уйăхĕн варринче Славаш вăрманĕ-нче Тăвай енри вĕрентекенсен туристла слетне ирттересси йăлана кĕнĕ. Вĕрентÿ пайĕпе РФ вĕрентекенсен тата наука ĕçченĕсен профсоюзĕн районти организацийĕ пулăшнипе ирттернĕ ăна. Вĕренÿ учрежденийĕсенче тăрăшакансен пултарулăхне аталантарма, туризм пĕлтерĕшне ÿстерме, пĕрле усăллă канма, кăмăл-туйăмĕсене хавхалантарма пулăшаççĕ çакнашкал мероприятисем.
Слета районти 10 шкул коллективĕ хутшăннă.
Ăна уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов хутшăннă, слета килнисене ăнăçусем суннă.
Палăртнă вырăна вăхăтра тупассипе, шывлă дистанцисенче кимĕпе ишессипе тата ытти конкурссенче тупăшнă вĕрентекенсем. “Сăрт тÿпи хăйне парăнтарнине пĕлет-и;” ятлă творчество конкурсĕ те интереслĕ иртнĕ.
Слета пынисем мала тухассишĕн пурте тăрăшнă. Вĕрентÿ пайĕн коллективне çитекенни пулман, вĕсем пĕрремĕш вырăна тухнă. Иккĕмĕшĕнче - Тăвайри вăтам шкул, виççĕмĕш вырăна тăрмăшсем йышăннă.
Çав кун çанталăкĕ те районти шкулсенче ĕçлекенсене хавхалантарса тăнă. Пурте питĕ кăмăллă юлнă, килĕсене пысăк хавхаланупа саланнă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика