Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялсем вĕлтĕренлĕ

19 июля 2017 г.

Ялсем вĕлтĕренлĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Леонард Левый ертсе пыракан ушкăн (унта ял тăрăхĕсен, район администрацийĕн пайĕсен пуçлăхĕсем кĕреççĕ) тунтикунхи канашлу хыççăнах Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчи Питтĕпел, Кивĕ Эйпеç, Кавал ялĕсенче пурăнакансем Экологи çулталăкĕнче хăйсем пурăнакан вырăна тирпей-илем тĕлĕшĕнчен мĕнле шайра тытнипе кăсăкланчĕ. Районăн 90 çулхи юбилейĕ тĕлне кашни яла пырса кĕнĕ çĕрте вывескăсем пулмалли çинчен пуçласа калаçмаççĕ. Питтĕпелсем те ăна илемлĕн те курăнмалла хитре вырнаçтарнă. Ыттисем вĕсен ырă тĕслĕхне алла илни вырăнлă.

Питтĕпел ялне асфальтлă çулпа мар, уй-хирсем, Хурăнвар юхан шывĕ урлă каçса хĕвелтухăç енчен кĕтĕмĕр. Уй-хир пиçсе пыракан тыр-пулпа хумханса ларать. Çырма пуçĕнче çăл шывĕ иксĕлсе выртать. Питтĕпел ял старости Мария Осипова пуçаруллă пулнипе, çамрăксем ỹркенменнипе çăлкуç территорине типтерлĕн тасатса тирпейленĕ.

Пирĕншĕн ялти чи сăваплă вырăн - масар. Ăна Çимĕк тĕлне кашни ялтах йĕркене кĕртеççĕ, анчах уяв иртсе кайнă хыççăнах унта каллех йывăç-курăк ашкăрма пуçлать. Масарти çỹллĕ те лăс туратлă йывăçсене касса йĕркене кĕртмелле тени калаçнипех иртсе кайни сисĕнчĕ кунта.

Пысăк ял мар Питтĕпел. 96 хуçалăх шутланать, вĕсенчен 28-шĕ пушă çуртсем. Кивелсе çĕрешнĕ, юхăннă пỹртсене курсан чун ыратать: кунта хăй вăхăтĕнче йышлă ача-пăча çитĕннĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн ашшĕ-амăшĕн ăшă йăвинче аталанса, çунат сарса вĕçсе тухса кайнă ывăл-хĕрĕ тăван кил вучахне сỹнтерни пăшăрхантарать. Хуçасăр тăрса юлнă çуртсем йĕри-тавра вĕлтĕренпе пиçен, хупах алхасать. Хапха умĕ кăна мар, пралукка хĕрринче вырнаçнă пушă çуртсем йĕри-таврана илемсĕрлетеççĕ. Çын пурăнмасть тесех пулĕ вĕсен çывăхне теприсем çỹп-çап килсе пăрахма та шикленмеççĕ.

Аслă урамра Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче пуçне хунă паттăр-ентешсене асăнса лартнă палăк хĕвеллĕ те янкăр уяр кун пулнине пăхмасăр тĕксĕммĕн ларать. Палăк йĕри-тавра суккăр вĕлтĕрен, талпиçен, хупах хунаса кайнă. Никам та тирпейлесе тăмасть ăна.

- Ялти палăксене Май уявĕ тĕлне кăна тасатмалла мар, вĕсем çулталăк тăршшĕпех илемлĕн çуталса лармалла. Нивушлĕ пĕр-икĕ шкул ачине те пулин ăна пăхма явăçтармалла мар, - тесе палăртмасăр иртеймерĕ Леонард Васильевич.

Çывăхрах клуб та тĕксĕммĕн ларать. Çỹллĕ йывăçсем айне пулнăран пит асăрхасах та каймастăн ăна. Хупăннă вăл. Çакă шиклентерет те. Хуçасăр çурт çуллахи шăрăх кунсенче уйрăмах пысăк тимлĕх ыйтать. Çỹллĕ йывăçсем çутă пралукĕсене лекеççĕ. Ахаль те юлашки çулсенче çанталăк хăйĕн вăйĕпе тĕлĕнтерет те, вăйлă çил-тăвăл тухсан ялсенче çутă пĕтсе ларасси те инçе мар.

Кивĕ çуртсем кăна мар, лайăх хуçалăхсем умĕнче сапаланса выртакан строительство материалĕсем, тĕрлĕ ăпăр-тапăр ял илемне тĕксĕмлетеççĕ пулин те хитрелĕхе юратакан çемьесем те йышлă кунта. Вĕсем умри пахчара тĕрлĕ чечексем, йывăçсем лартса çитĕнтереççĕ. Аслă Пăла юхан шывĕ хĕрринче пурăнакан Свекловсем çырмана эрозирен хỹтĕлесе çулсерен нумай йывăç лартса ỹстереççĕ. Хăйне евĕрлĕ парк тейĕн вĕсен умĕнчи йывăçсен сулхăнĕнче утнă май. Кунтах чуччу та ăсталаса хунă. Çу кунĕсенче вĕсен тăватă мăнукĕ аслашшĕн паркĕнче выляса киленеççĕ.

Тĕп урамра пурăнакан 80 çулхи Иван Григорьевич хăй ĕмĕрĕнче миçе йывăç лартнине шутласа та пăхман. Александр ывăлĕ те çутçанталăк тусĕ. Хулара пурăнаканскер, яла пушă алăпа килмест, йывăç лартмалли вăхăтра тĕрлĕ илемлĕ хунавпа савăнтарать. Хăй те хаваспах ашшĕпе пĕрле йывăçсем лартать. Туя, çăка, чăрăшсем, кăвакки те йышлă, çитĕнеççĕ пăралукка хĕррипе. Анчах çырма хĕрринче пурăннăран яваплăхĕ те пысăк вĕсен. Çỹлти касра пурăнакансем килти çỹп-çапа хуçасем курман чухне çырмана килсе тăкаççĕ. Çырма хĕрринелле çынсем ан çỹреччĕр тесе карта та тытса çавăрнă Свекловсем, çапах та тăван тавралăха варалама юратакансене ку та хăратаймасть. Çитменнине вăйлă çумăрсем çунăран юхан шывпа юхса килнĕ тĕрлĕ пластик савăт çывăхри кукăрлăхра "чарăнса" ларнă та шыва варалаççĕ.

Кивĕ Эйпеçре те пушă çуртсем çывăхĕнче маларах асăннă ỹкерчĕксемех. Начаррипе юнашарах лайăххи те сахал мар. Аслă урамри Антоновсен палисадникĕнче тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексем çеçке çурнă. Çул хĕррине çамрăк чăрăшсем лартнă. Вĕсене качакасем ан кăшлаччăр тесе сетка тытса çавăрнă.

Кавал ялĕнчи Эгивер çырмине ял çыннисем свалкăна çавăрнă. Зоя Теллина хуçалăхĕ çывăхĕнче пулнăран кил хуçи хĕрарăмĕ ỹпкелешмесĕр чăтаймарĕ:

- Ял çыннин çỹп-çапа ăçта хумалла? Уйăхра пĕрре те пулин пуçтарма тухмалла. Вара йĕрке те пулĕ...

Теллинсем хăйсен садĕнче тĕрлĕ йывăç, тĕм, улма-çырла ỹстереççĕ. Çырма хĕррине те пăхса тăраççĕ. Унта вуншар йывăç ĕрчетнĕ. Паян Маркел вăрманĕ чылай çỹле кармашнă ĕнтĕ.

Зоя Федоровна пуçарнă ыйтăва малалла тăсса тепĕр хут аса илтерни вырăнлă пулĕ. Районти "Юрга" предприяти уйрăм михĕсене пуçтарнă пластик савăтсене, бутылкăсене, çĕтĕк-çурăка тỹлевсĕрех йышăнать. Çырма-çатрана вăрттăн кайса пăрахса хамăр пурăнакан таврана, сывлăша вараличччен е пластик савăтсене çунтарса сывлăха сиенличчен "Юргапа" туслашни усăллăрах пулĕ.

Виçĕ ялти Тĕп урамсенчи, аслă çул хĕррисенчи çумкурăк та пĕрре те çывăрмасть. Автобус чарăнăвĕнчи павильонсен айккисенче те çаплах. Вĕсене те йĕркене кĕртмелле...

В.КИРИЛЛОВА.

Сăнỹкерчĕкре: Свекловсемпе тĕл пулнă самант.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика