Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпир - иккĕмĕш

19 июля 2017 г.

Иртнĕ шăматкун Çĕрпỹ хулинчи физкультурăпа сывлăх комплексĕн спорт залĕнче Германи çĕрĕ çинче службăра тăнă ветерансен виççĕмĕш спартакиади иртрĕ.

Ăна Атăлçи Федераци округĕн ГСВГ-ЗГВ ветеранĕсен Пĕтĕм тĕнчери ассоциацийĕпе Чăваш Республикинчи ассоциацийĕ йĕркеленĕ. Турнира тĕрлĕ хуласемпе ялсенчен 60 çула çитмен тата унтан иртнĕ ветерансен тăхăр команди хутшăнчĕ.

Ăмăртура ĕнерхи салтаксем 60-100 метра чупассипе, пневматика винтовкинчен перессипе, кире пуканĕ йăтассипе тата волейболла выляссипе тупăшрĕç. Волейболла выляссипе тата кире пуканĕ йăтассипе Елчĕксене çитекенсем пулмарĕç. Пневматика винтовкинчен перессипе, çуран чупассипе те Елчĕксем начар мар кăтартусемпе палăрчĕç.

Ăмăртăва хутшăннă ветерансем ырă сăмахсене тивĕçлĕ. А.Анисимов (Ĕнел), В.Анисимов, Ю.Петров (Тỹскел), П.Кузнецов (Курнавăш), В.Князев, А.Николаев (Лаш Таяпа), Д.Валиев (Сăрьел) сывă пурнăç йĕркипе пурăнакан ветерансем. Вĕсем çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Çавăн пекех ГСВГ ветеранне - Яманчỹрелĕнчи В.Акимова та пысăк тав. Вăл спортсменсене хăйĕн транспорчĕпе ăмăртăва илсе кайса килчĕ.

Елчĕксем ĕçре кăна мар, спортра та харсăр. Германире службăра тăнă ĕнерхи салтаксен команди иккĕмĕш вырăна тухрĕ.

Н.ПАВЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика