Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Тăвай ЗАГСĕ - лайăххисен шутĕнче

Тăвай ЗАГСĕ - лайăххисен шутĕнче

Республикăра иртнĕ “Чи лайăх ЗАГС уйрăмĕ” конкурса пилĕк номинаципе пĕтĕмлетсе çĕнтерÿçĕсене чысланă.
Тăвай райадминистрацин ЗАГС пайĕ “ЗАГС-ăн чи лайăх архивĕ” номинацире 1-мĕш пулнă, пĕрремĕш степеньлĕ дипломпа парнене (микроволновка) тивĕçнĕ.
Районта пурăнакансем Валентина Мефодьевна Новикова заведующипе Татьяна Владимировна Дмитриева специалистăн ĕçĕпе кăмăллă. Хăтлă та паянхи пурнăç ыйтăвĕсемпе илемлетнĕ пÿлĕмсенче мĕнле кăна мероприяти ирттермеççĕ-ши вĕсем; Акă, мăшăрланнăранпа 50, 60 е ытларах çул çитнисен ячĕпе уявсене тĕплĕн хатĕ-рленсе савăнăçлă лару-тăрура йĕркелеççĕ. Шкул ачисем те хутшăнаççĕ хисеплĕ юбилярсене саламлама, концерт лартса параççĕ. Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнă май, аслă классенчи ачасемпе çемье темипе çавра сĕтел хушшинче калаçу пуçарнă, тĕлпулура Роман атте те сăмах каланă. Халăха йышăнассипе те тимлĕ ĕçлеççĕ. Уйрăлас шухăшлă мăшăрсемпе чуна уçса калаçнă хыççăн хăш-пĕ-рисем хăйсен шухăшне улăштарни те пулнă.
Сумлă та юбилейлă çемьесен ячĕпе уçнă кĕнеке те хулăнланса пырать. Çакă та Тăвай ЗАГСĕнчи маттур хĕрарăмсем хăйсен тивĕçне пысăк ăсталăхпа туса пынине кăтартать. Архив ĕçне те, халăха электронлă мелпе тивĕçтерессине те çÿллĕ шайра йĕркелесе пынине палăртнă конкурса хаклакансем.



"Ял ĕçченĕ"
18 июля 2017
10:28
Поделиться