РОО "Ассамблея народов Чувашии"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турхан ỹнерçĕсене хапăл

14 июля 2017 г.

А. Кокель – чăвашсен пĕрремĕш профессиллĕ художникĕ. Унăн ячĕ тĕнчипех паллă. Вăлах педагог, общество деятелĕ, чăваш ен ỹнер искусствине пуçарса яраканĕ те.

Утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче Турханта чыслă лару-тăрура Кокель пленэрне уçрĕç. Вăл кăçалхипе вунпĕрмĕш хут иртет. Çавна май унта сумлă хăнасем йышлăн хутшăнчĕç.

«Алексей Афанасьевич ячĕпе иртекен пленэр ырăлăх тата туслăх палли. Вăл халăхсем хушшинчи хутшăнăва çирĕплетес ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывать. Çакăнта тĕрлĕ çĕршыври ỹнер ăстисем пĕр-пĕринпе паллашаççĕ», – терĕ пухăннисене саламланă май район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов. Рудольф Васильевич федераллă программăпа килĕшỹллĕн 2018 çулта А. Кокель çуртне реконструкцилеме пуçласси çинчен каларĕ.

Пленэра Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен 10 çын ытла хутшăнать. Çавăн пекех ỹнерçĕсем Белоруссинчен, Украинăран тата ытти çĕртен те пур. Хăшĕсем пуçласа та килмеççĕ-мĕн. Паттăр енсен ăшă кăмăлĕ савăнтарать те вĕсене.

Республикăри культура, наци тата архив ĕçĕсен министрĕ К. Яковлев та Кокель çĕршывне килсе курас текен ăста ỹнерçĕ-сем яланах йышлă пулнине палăртрĕ.

Иртнĕ пленэрсене 118 ỹнерçĕ хутшăннă. Вĕсем 1000 ытла паха ĕç хатĕрленĕ. Кăçалхинче те палăртнă тĕллевĕсем пурах. Патăрьелĕнчи, Турханти ăсталăх шкулĕсен вĕренекенĕсем, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕсем валли мастер-классем ирттерме, тĕл пулусем йĕркелеме палăртнă. Ял халăхĕпе курнăçĕç. Турхан, Патăрьел, Шупашкар музейĕсене çитĕç. Утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче вара пĕтĕмлетỹ тăвĕç. Çак сăмахсене И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ, культурологи докторĕ В. Васильев палăртрĕ. Республикăри халăхсен Ассамблейин председателĕ Л. Кураков тата ыттисем те мероприяти пĕлтерĕш-лĕ пулнине уççăнах пĕлтерчĕç.

Пурте пĕрле В. Васильевăн «А. Кокель. Возвращение» фильмне пăхрĕç, ачасемпе ỹнерçĕсен выставкипе паллашрĕç. Централизациленĕ клуб системин ĕçченĕсем хăйсен юррисемпе савăнтарчĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика