РОО "Ассамблея народов Чувашии"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кокель пленэрне хутшăнакансем – Аслă Чементе (Официальный сайт Администрации Батыревского района)

14 июля 2017 г.

Кокель пленэрне хутшăнакансем – Аслă Чементе (Официальный сайт Администрации Батыревского района)

Патăрьел районĕ республика, Раççей шайĕнче палăрнă çынсемпе пуян. Вĕсенчен пĕри Турханта çуралнă Алексей Кокель.

Тĕнче шайĕпе епле палăрма пултарнă-ха ял ачи?

Ачаран чирлĕскере сыватма Петербурга янă. Кайран вара вăл çавăнтах юлма кăмăл тунă, ÿнер академийĕнче вĕреннĕ. «Чайнăйра» картинăшăн Италие командировкăна кайма тивĕç пулнă. Малалла унăн пурнăçĕ Харьковпа çыхăнать: вăл художниксен Ассоциацийĕн Харьковри филиалне йĕркелет, ÿнер техникумĕн ректорĕ, ÿнер институчĕн професссорĕ пулать. Тĕнче шайĕнче иртнĕ выставкăсене хутшăнать.

Патăрьел районĕнчи Турхан тăрăхĕнче кăçалхипе вунпĕрмĕш хут Кокель пленэрĕ иртет. «Пленэра хутшăнакансем хушшинче Раççейĕн тĕрлĕ кĕтессисенчен килнисем пур. Ял çыннисем ÿнерçĕсене ăшшăн йышăнаççĕ», – палăртать Валентин Порфирьевич Сергеев, пленэра хутшăнакансене ертсе çÿрекен, нумай çул Турханта шкул директорĕнче тăрăшнăскер. Хальхинче Аслă Чементе пурăнакан Нина Михайловна Мулгачева хуçалăхĕнче пулса курни ушкăн ертçисене тыткăнларĕ. Зуфар Гимаев, Татьянапа Юрий Бердниковсем (Хусантан), Сергей Качин (Харьковран), Владимир Чернышев (Минскран), Алексей Волковпа Вера Дмитриева (Шупашкартан), Алия Зейнутдинова (Санкт-Петербургран) тĕрĕ тĕрленине, кăмакара çăкăр пĕçернĕ саманта ÿкерчĕç. Сăрă ăстисем çуртпа паллашнă май аваллăхпа çыхăннă япаласене таса та типтерлĕ упранишĕн тĕлĕннине те пытармарĕç. Пленэра хутшăнакансем Турхан тăрăхне килсен пысăк калăпăшлă ĕçсем тунине те палăртать пленэр координаторĕ Владимир Васильев.

Аваллăхсăр малашлăх çук, тенĕ. Иртнине, паллах пирĕн çитес çамрăк ăру валли ватăсенчен ÿкерсе – çырса хăвармалла. Нина Михайловна хуçалăхне ялта пурăнакансем те музей евĕр теççĕ. Пÿрт ăшчикки аллă çул каяллахипе танлаштарсан нумаях та улшăнман, стена çинче – сăн ÿкерчĕксем, урайĕнче – тĕртнĕ кавирсем. Паянхи кун та сывлăхпа пурăннишĕн савăнать ватă, çапах та 92 çулти кинемейĕн чĕринче йывăр та асап çамрăклăх, тетĕшĕсене хаяр вăрçă туртса илнĕ вăхăт пирчейми тарăн суран хăварнă.

Художниксем хăйсем шутланă ĕçĕсене кăмăлтанах пурнăçларĕç. Тарават кил хуçине, ял администрации пуçлăхне Гаврил Медведева, хĕрарăмсен совечĕн ертÿçипе членĕсене Эльвира Медведевăна, Любовь Ивановăна, Людмила Ежовăна тата хисеплĕ ватăна пăхакансене Верăпа Филипп Мулгачевсене ăшшăн йышăннăшăн тав турĕç.

Мĕнех, тĕрлĕ çĕртен пуçтарăннă ÿнер ăстисене малалла ĕçлеме вăй-хăват та ăнăçу сунатпăр.

Первоисточник: Официальный сайт Администрации Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика