Питишевское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уявра савăнчĕç

12 июля 2017 г.

Иртнĕ кунсенче Питĕшкассисем Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне пуçтарăннă. Малтанах «Матрешкина деревня» вăйă вылянă. Кунта Екатерина Анатольева, Анастасийăпа Мария Мироновăсем виçĕ матрешка пулса уява пухăннисемпе тĕрлĕ конкурс, вăйăсем ирттернĕ, пылак çимĕçпе сăйланă. Çавăн чухнех кăмăл пуррисем татнă салтак тÿмисенчен пуç кăшăлĕ ăсталанă. Урамра ял çыннине уява илĕртекен çепĕç кĕвĕ янăранă. Концерт программине Юрийпа Ирина Давыдовсен çемйи ертсе пынă. Уяв ячĕпе Питĕшкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алина Гаврилова саламланă, хастар хутшăнакансене тата пулăшакансене тав сăмахĕ каланă.

Çавăн пекех çак кун Элĕкри этнопаркра «Салтак   тÿмиллĕ телей» мастерской ĕçленĕ. Ачасем хăйсем тĕллĕн çак чечеке ăсталанă, çывăх çыннисене парнеленĕ. Шăматкун вара Элĕкре «Салтак тÿми парнеле» акци иртнĕ. Район çыннисем чечеке çав кун хапăлласах йышăннă.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429240, Аликовский район, д. Питишево, ул. Войкова, д. 58
Телефон: 8(83535) 62-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика