Мусирминский ТО Урмарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăнçырмари Илларионовсем ĕçре хастар

24 июня 2017 г.

Улми улмуççинчен аякка ÿкмест теççĕ халăхра. Çак каларăш Мăнçырмари Илларионовсен туслă çемйи пирки каланăнах туйăнать. Разин Илларионовичпа Зоя Викторовна 1971 çулта пĕрлешсе 5 ача - виçĕ хĕр те 2 ывăл çуратса çитĕнтернĕ. Ачисем кашниех хăйсене кирлĕ профессине вĕренсе тухса пурнăç çулĕ çине тăнă ĕнтĕ. Пĕр вăхăт тĕрлĕ çĕрте вăй хунă хыççăн туслă çемье ашшĕпе амăшĕн пилĕпе пĕр çĕре чăмăртанса Тăвай районĕнчи Тушкилти - Шимкусское ял тăрăхĕн территорийĕнче «Çемье ферми» уçма тĕллев тытнă.
Шухăшланă тĕллеве вĕсем 2006 çулхи мартăн 24-мĕшĕнче пурнăçа кĕртнĕ - «Илларионов Сергей Разинович» хресчен /фермер/ хуçалăхне йĕркеленĕ. Хуçалăх пуçлăхĕ çемьери аслă ывăлĕ - Сергей. Туслă çемьесенче мĕн авалтанах аслă ачине кĕçĕннисем сума сунă, вăл каланине итленĕ. Илларионовсем те çак ырă йăлана тытса пыраççĕ. Виçĕ йăмăкĕпе шăллĕ тата çуллахи вăхăтсенче вĕсен ачисем пурте фермăра ĕçлеççĕ. Надежда Разиновнăпа унăн мăшăрĕ Александр Валерьевич ферма заведующийĕпе хуçалăхри управляющи ĕçне тытса пыраççĕ, Алена Разиновна сĕт туса илсе унтан продукци туса илекен цехăн начальникĕ, Ольга Разиновна хуçалăхра вăй хуракансене апат пĕçерсе çитерет - столовăй заведующийĕ, тепĕр ывăлĕ Юрий Разинович, хуçалăх пуçлăхĕн сылтăм алли. Паянхи куна хуçалăхра пĕтĕмпе штатпа 18 çын вăй хурать. Тăвай районĕнчен те, Вăрмартан та ĕçлеме килеççĕ кунта. Вăтам ĕç укçи 15-16 пин тенкĕпе танлашать, вĕри апатпа та тивĕçтереççĕ. Хуçалăх тĕрлĕ енлĕ вăй хурать. 1500 гектар ытла çĕр çинче пĕрчĕллĕ пăрçа йышши культурăсене, нумай çул ÿсекен курăка тата тымарçимĕçсене çитĕнтерме тытăннă. Мĕн çитĕнтернине вара выльăх-чĕрлĕхе тăрантарса унăн продукчĕпе вырăнти халăха тивĕçтереççĕ. Аталану çулне уçма нихăçан та çăмăл пулман. Хуçалăх кассине тупăш кĕриччен тĕрлĕ енлĕ çăлкуçсем шырама тивнĕ, конкурссене те хутшăннă. Çапла вара 2014 çулта хуçалăх çемье фермине аталантарма 5 млн тенкĕлĕх Грант çĕнсе илме пултарнă, çав шутран федераллă бюджетран - 2,9 млн тенкĕ, Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен 2,1 млн тенкĕ. Çакăн хыççăн ферма çине ферма уçса паянхи куна мăйракаллă шултра выльăх 750 пуç, çав шутра сăвакан ĕне 350. Вĕсенчен кунне 6 тоннăна яхăн сĕт туса илеççĕ. Эпир вĕсен хуçалăхĕнче пулнă кун сĕтрен тĕрлĕ продукци - турăх, уйран, вĕретнĕ сĕт, нимĕнпе те хутăштарман вĕретмен сĕт туса илекен цеха официаллă майпа уçрĕç. Унта ЧР ялхуçалăх министрĕ С.Артамонов Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке тата ытти яваплă çынсем хутшăнчĕç.Çемье ферми пирки нумай ырă сăмахсем каларĕç. Хуçалăх пуçлăхĕ С.Илларионов хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă хыççăн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ - Ялхуçалăх министрĕ С.Артамонов та хăй вĕсен ĕçĕпе кăмăллă пулнине палăртса çапла каларĕ: «Сергей Разинович ертсе пыракан хуçалăх Тăвай районĕнчи малта пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Вĕсен ĕçĕ районта кăна мар, республикипех ырă ята тивĕçрĕ. Хулара вĕренсе тухса яла ĕçлеме килме хăюлăх та, пултарулăх та кирлĕ. Вĕсен вара ку енĕ пурте çителĕклĕ. Республикăри районсенче сĕт туса илекенсем хальхи вăхăтра вăтамран сĕт пуçтаракансене 15,5 тенкĕпе сĕт сутаççĕ пулсан, Илларионовсем пĕр литр сĕте вăтамран 35 тенкĕпе вырнаçтараççĕ. Туслă çемьене малашне те ăнăçусем тума ырлăх-сывлăх сунатăп», - терĕ Сергей Геннадьевич хуçалăх пуçлăхĕн аллине хыттăн чăмăртаса. Çавăн пекех вăл вĕсен ĕçĕ республика шайĕнче еплерех аталанса пыни çинчен те чарăнса тăчĕ.
Ку хуçалăх ĕçченĕсем пирки чăннипех те килнĕ хăнасем пурте лайăххине кăна каларĕç. Çапла пулмасăр, сĕте кунта çĕнĕ технологипе туса илсе Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи молокоматра сутаççĕ. Хальхи вăхăтра çĕнĕ йышши молокомат Шупашкар хулинче 12 вырăнта, Çĕнĕ Шупашкарта 4 вырăнта вырнаçнă. Сĕт сунинчен пуçласа молокомата çитичченех ĕçе автоматизациленĕ. Сунă хыççăн сĕте тÿрех 4 градус таран сивĕтеççĕ те тутăхман, сывлăш кĕмен 100-200 литр каякан савăт çине куçараççĕ те унтан молокомата ăсатаççĕ. Молокомат валли ПЭТ кĕленчесем çине автоматизациленĕ механизпа тултарса хулана турттараççĕ. Илларионовсем туса илнĕ таса та тутлă, нимĕнпе те хутăштарман сĕте вара хула çыннисем хапăлласах туянаççĕ. Ĕçлеме ÿркенмен ăста пулнă теççĕ. Илларионовсем те çаплах. Шел пулин те вĕсен çитĕнĕвĕпе амăшĕ Зоя Викторовна паянхи кун савăнаймасть, вăхăтсăр çĕре кĕрсе мăшăрĕн, ачисен чĕрисенче тарăн йĕр хăварчĕ. Пурнăç малаллах шăвать, Илларионовсем çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ, çынна та ырă тума манмаççĕ. Хăйсен ялĕнчи - Мăнçырмари Тихвински Турамăш Турăшĕн чиркĕвне çĕнĕрен хăпартнă çĕрте те вĕсем курăмлă пулăшу кÿнĕ. Хăйсен урамне те вак чул сарса хытарнă тата ытти те. Çемье фермине аталантарас тесен ĕçлеме ÿркенмелле мар, вăй-халĕ те кирлĕ. Çынна ырă туни те каялла ырăпах таврăнать. Çавăнпа та Турă та пулăшса пырать пулĕ вĕсене.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика