Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Вĕсене туслăх пĕрлештерет

Вĕсене туслăх пĕрлештерет

Çемье, юратупа шанчăклăх кунне районти ЗАГС уйрăмĕ-нче иртнĕ çул уявланă чухне асăрханăччĕ вĕсене, Тăрмăшри Альбина Егоровнапа Василий Петрович Григорьевсемпе вĕсен ачисене тата мăнукĕсене, çывăх тăванĕсене. “Юратупа шанчăклăхшăн” медаль илнĕ хыççăн пĕрин хыççăн тепри тухса саламларĕç вĕсем, чечек çыххисем пачĕç. Телейлĕ мăшăр ăшă сăмахсене хаваспа йышăнчĕ ун чухне пĕрле килнисенчен, ура çине тăрса тав турĕ кашнине, вĕсен вĕçĕ пулассăн туйăнмарĕ.
Григорьевсем çемье çавăрнăранпа кăçал çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче 38 çул çитнĕ. Йывăрлăхсем витĕр тухнă юратăва çÿхе çăмăл пусма-таварпа танлаштараççĕ. Альбина Егоровнапа Василий Петровича вара асăннă тапхăр хушшинче вăйлă туйăмсен пусма-таварне хатĕрлекен профессионалсем теме пулать.
Элпуçĕнче çуралса çитĕ-ннĕ Альбина Егоровнана Вăрнарти совхоз-техникумра ятарлă пĕлÿ илнĕ хыççăн Тăрмăшри ветеринари участокĕнче ĕçлеме сĕннĕ. Хĕр ăçта ĕç çулне пуçлать, çавăнта качча каять тени чăна килнĕ. Асăннă ял çамрăкĕпе çемье çавăрнă пике. Хăйĕн профессийĕпе аслă пĕлÿ илме те пултарнă А.Григорьева. Участок заведующийĕнче тăрăшать халь харсăр хĕрарăм. Ветеринарири ĕç стажĕ 40 çултан та иртнĕ пулĕ Альбина Егоровнан.
Унăн мăшăрĕ, Василий Петрович, техникăна кăмăлланă, Ленин ячĕллĕ ЯХПКра механизаторта вăй хунă. Çемье пуçĕ халь тивĕçлĕ канура, кил хуçалăхри ĕçсене тума пулăшать.
Икĕ хĕрпе пĕр ывăл чун парса ÿстернĕ, вĕрентнĕ, çемьелентернĕ Григорьевсем.
Наталия Васильевна Канашра налогсем енĕпе ĕçлекен организацире тăрăшать, çемйинче - тăватă ача. Екатерина Васильевнан та ачисем çавăн чухлĕ, вăл Шупашкарта йăва çавăрнă, Раççейри ял хуçалăх надзорĕнче вăй хурать. Ывăлĕ, Максим Васильевич, Канашри район администрацийĕн тĕп специалисчĕ. Мăшăрĕпе икĕ ача çитĕнтереççĕ, ашшĕ-амăшĕ-пе пĕрле пурăнаççĕ.
Вунă мăнуклă мăшăр ялти обществăлла пурнăçпа тăтăшах кăсăкланать. Пысăк, икĕ хутлă çурт тума вăй çитернĕ çемье. Картишĕнче выльăх-чĕ-рлĕх те чылай вĕсен. Хăйсен хушма хуçалăхĕнче пĕр-пĕрне пулăшса, ăнланса ĕçлеççĕ Альбина Егоровнапа Василий Петрович, çитĕнекен ăрăва çĕр ĕçĕпе, выльăх-чĕрлĕх пăхассипе туслашма хăнăхтараççĕ.
Çамрăккисем аслă Григорьевсенчен ырă тĕслĕх илеççĕ, çемйисене хаклаççĕ, юратăва çирĕплетсех пыраççĕ. Йăх тымарне тата вăрăмлатассишĕн ăнтăлаççĕ.
-Пирĕн çемьене туслăх хавхалантарсах тăрать. Телейлĕ, çирĕп сывлăхлă, вăрăм ĕмĕрлĕ пулччăр ытти çемьесем те, - тесе телефон калаçăвĕ вĕçленнине систерсе сывпуллашрĕ юлашкинчен Альбина Егоровна.



"Ял ĕçченĕ"
07 июля 2017
13:46
Поделиться