Сабанчинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТРАНШЕЯ СЕНАЖПА ТУЛАТЬ

07 июля 2017 г.

ТРАНШЕЯ СЕНАЖПА ТУЛАТЬ

"Рассвет" ялхуçалăх производство кооперативĕнче иртен пуçласа хĕвел аниччен ĕç шавĕ лăпланмасть. Хуçалăхра хĕрсех обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли сенаж хатĕрлеççĕ.

Çăра та çỹллĕ çитĕннĕ нумай çул ỹсекен курăка Вячеслав Мясниковпа Сергей Баймушкин механизаторсем çулаççĕ. Хуçалăхра нумай çул ỹсекен курăк 340 гектар йышăнать. Хальлĕхе 200 гектарне сенажлăх, 39 гектарне утăлăх çулнă. Валерий Сергеев механизатор комбайнпа курăк вырнă çĕрте хастарлăх кăтартать. Симĕс массăна Сергей Афанасьев, Анатолий Багадеров, Алексей Чернов, Сергей Игнатьев, Геннадий Алексеев водительсем турттараççĕ. Рейс хыççăн рейс хутлаççĕ вĕсем комбайнсем патĕнчен ферма территорине. Тулли автомашинăсене Зоя Алексеева кладовщик виçсе тăрать. Михаил Петровпа Григорий Сергеев трактористсем сенаж пусăрăнтарнă çĕрте тăрăшаççĕ.

Ĕç кал-кал пырать. Хальлĕхе паха апата 863 тонна хатĕрленĕ.

В.КИРИЛЛОВА.

Автор сăнỹкерчĕкĕнче: Д.Егоров, С.Игнатьев водительсем тата В.Сергеев комбайнер.

 

 
 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика