Кзыл-Чишминское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1 Портал района Администрация Батыревского района banner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яваплăха туйса ĕçлет

07 июля 2017 г.

 Ирпе килнĕ почтăна хăвăрт тирпейлеме пултарчĕç Кзыл Чишма уйрăмĕнче ĕçлекенсем. Хаçат-журналĕ, таварĕ, заказлă бандерольсем çителĕклех-мĕн. Утă уйăхĕшĕн пенси пама та пикенмелле. Адресатсем патне вĕсене кун каçиччен пурне те почтальонкăсен çитермеллех. Çумăр çăвать-и е хĕртсе хĕвел пăхать, ял халăхĕ çак кун тухнă хаçата кĕтетех. Почта уйрăмĕн ертỹçи Н. Абдуллина Л. Габидулловапа Е. Леонтьева почтальонкăсене ăнăçу сунса çула кăларчĕ.

Кашни кунах çапла. Наиля Абзалетдиновнăн вара вырăнта та ĕçĕ çителĕклех. Ялта, кỹршĕ ялта пурăнакансем электроэнергипе, газпа, телефонпа усă курнăшăн тỹлевпе татăлма килеççĕ. Тавар туянакансем те пур. Кама ĕçмелли-çимелли, кама пахча-çимĕçе хурт-кăпшанкăран сапмалли, кама юбилее каймашкăн парне тавраш кирлĕ тата ытти те.

_ Ял халăхĕпе пĕр чĕлхере ĕçлеме тăрăшатпăр. Пурне те пилĕк пỹрнене пĕлнĕ евĕр пĕлетпĕр. Раççей почтин çăмăллăхĕсене халăх патне вăхăтра çитеретпĕр,_ кăмăллăн сăмаха тăсать Н. Абдуллина.

Почта уйрăмĕ халăхран татăк тăмасть. Ĕçпе е хыпар-хăнар пĕлме килекен те пур кунта. Вĕсене калаçтарма та ỹркенмеççĕ. Кун пек чухне умма ларт- нă тĕллевсене пурнăçлама çăмăл. Çур çултан çур çула пыракан çырăнтару кампанине пĕр хистевсĕрех кăмăллăн ирттерме пулать. Районта тухса тăракан "Авангард" хаçата кил сиктерсе çырăнаççĕ. Кзыл Чишмари Ш. Сулеймановасем, З. Салиховсем, Исхаковсем, Красномайскинчи З. Карсаковасем, А. Быковсем, Чĕпкасри Ф. Аллямов- сем район хаçачĕпе çеç çырлахмаççĕ, ытти пичет изданийĕсене те çырăнаççĕ.

Раççей почти системинче 15 çула яхăн ĕçлет Н. Абдуллина. Хăйĕн тивĕçне йĕркеллĕ пурнăçлама тăрăшать. Ĕçе çитес тесен те çул урлă çеç каçмалла унăн. Çавăнпа кая юласси çуках. Иртерех киле те васкамалла мар. Абдуллинсем мăкăнь пек виçĕ чипер хĕр çитĕнтернĕ. Пĕри качча кайса çемьеллĕ те пулнă ĕнтĕ. Иккĕмĕшĕ аслă шкултан вĕренсе тухнă. Виççĕмĕшĕ вуннăмĕш класа кайма хатĕрленет.

А. АСТРАХАНЦЕВА

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429355 Чувашская Республика Батыревский район д.Кзыл- Чишма, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83532) 67896
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика