Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăсчахăмăр вĕрентĕвĕ манăçмасть

01 июля 2017 г.

Ăсчахăмăр вĕрентĕвĕ манăçмасть

Тĕрлĕ халăхсем хушшинчи "Волков вулавĕсем" наукăпа практика конференцийĕн иккĕмĕш кунĕ Раççейре кăна мар, чикĕ леш енче те ят-сум çĕнсе илнĕ академик, этнопедагогика никĕслевçи Геннадий Волков çуралса ỹснĕ ялти шкулта иртрĕ.

Академик çуралса ỹссе çунат сарса малалла ăнтăлнă яла Калмăк, Удмурт Республикисенчен, Ханты-Мансийскран, Тюмень облаçĕнчен, Шупашкартан, Красноармейскинчен делегаци килсе çитрĕ. Сумлă хăнасене шкул коллективĕ ăшшăн, чăвашсен авалхи ырă йăлипе - çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа кĕтсе илчĕ. Педагогсем çулсерен иртекен "Волков вулавĕсене" яланах тĕплĕн, асра юлмалла хатĕрленеççĕ. Хальхинче те академик ĕçне малалла тăсакан ăсчахсене кĕтсе коллектив нумай тăрăшни куç умĕнче. Коридорта чăваш кĕпе-тумне тăхăнтарнă пуканисен, чăваш апат-çимĕçĕн (22 тĕрлĕ) куравĕсене йĕркеленĕ. Академик юратнă салма яшкинчен пуçласа кĕсел таранах хатĕрлеме мехел çитернĕ шкул ĕçченĕсем.

- Геннадий Никандровичăн 80 çулхи юбилейне шкулта анлăн паллă туни халĕ те куç умĕнче. Ун чухне те чăваш апат-çимĕçне нумай хатĕрленĕччĕ. "Кунта сирĕн кĕсел кăна çук", - тенĕччĕ ун чухне пирĕн хисеплĕ çыннăмăр. Çавна шута илсе кăçал ăна та хатĕрлерĕмĕр, - пĕлтерет чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Надежда Хушкина.

Фойере Зинаида Патшина, Зоя Убасева, Николай Хушкин, Александра Молоствова, Галина Тимофеева, Елена Моисеева, Анатолий Амасев ăстасем хăйсен ал ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Мĕн кăна тума пĕлмеççĕ Аслă Елчĕксем. Тĕрлеççĕ, çыхаççĕ, çăм арлаççĕ, çăматă йăвалаççĕ, йывăçран касса илемлетсе тĕрлĕ сĕтел-пукан ăсталаççĕ, карçинкка çыхаççĕ... Зинаида Патшинан мăнукĕ, Таня, акă, пилĕк çулта. Вăл та хăнасене кĕтсе илме хатĕрленнĕ. "Шевле" ача садне çỹрекен хĕрпĕрчи кукамăшĕ саккăрмĕш класра чухне çырнă "Чĕпĕ" тата шỹтлĕ сăвăсене кăмăл-туйăмне палăртса каласа пачĕ. Шкулпа, музейпа, унти Г.Н.Волкова халалласа уçнă ятарлă кĕтеспе паллашнă хыççăн пухăннисем çавра сĕтеле пуçтарăнчĕç. Ăна шкул директорĕ Николай Малышкин уçрĕ. Вăл çитĕнекен ăрăва халăх педагогикин никĕсĕсем çинче таянса воспитани панипе, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Галина Адюкова ял пурнăçĕпе паллаштарчĕ.

Çавра сĕтелте чăвашсен сумлă профессорĕн ятне çỹлте тытакан, педагогика наукисен кандидачĕ Анатолий Никитин (Шупашкар), социологи наукисен кандидачĕ Ульяна Винокурова (Якути), Сургутри патшалăх педагогика университечĕн профессорĕсем Рафис Шаймардиновпа Виктор Прокопенко, Ижевскри патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ Любовь Федорова этнопедагогика Раççей пĕрпеклĕхне сыхласа хăвармалли никĕс пулнине, вĕренỹ тытăмĕпе воспитани этнопедагогика ĕçĕсемпе никĕсленни çинчен чарăнса тăчĕç. Ăс-хакăл, кăмăл-сипет никĕсĕ ачаран çирĕпленнĕрен ывăл-хĕре пĕчĕк чухнех çемьере, шкулта ырăпа усала уйăрма вĕрентмеллине, халăхăн авалхи йăли-йĕркине упрамаллине, ăна ламран-лама куçарса пымаллине тепĕр хут çирĕплетрĕç. Ăсчахсем академик çĕрĕ çинче ентешĕн вĕрентĕвне чăннипех те малалла тăснине палăртрĕç.

Геннадий Волков - ĕмĕрсен чиккине, улшăнăвне пăхăнман вĕрентекен. Вăл хăй вăхăтĕнче Красноармейскинче гимнази уçма пулăшнине ăшшăн аса илчĕç унтан килнĕ педагогсем. Академика лайăх пĕлнĕ çывăх тăванĕ Анатолий Молоствов та тăван ялĕнче Кени тетĕшне аса илсе конференци пулнине пĕлсенех унăн ĕçне хутшăнма кăмăл турĕ. Вăл Геннадий Никандрович ĕçне малалла тăсакансене аслă педагог çуралса ỹснĕ тăрăха килнĕшĕн тав турĕ.

Паллă ентешĕмĕрпе пĕр класра вĕреннĕ Леонид Бобин та юлташне ырăпа кăна аса илчĕ. Унăн тус-юлташсене пĕрлештерес, хавхалантарас пултарулăхĕ пысăк пулнине палăртрĕ.

Çавра сĕтеле район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен пайĕн ĕçченĕсем, районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хутшăнни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Геннадий Волков 80 çулхи юбилейне паллă тунă чухне ỹкернĕ видеофильмпа паллашма уйрăмах кăмăллă пулчĕ. Унăн чĕрĕ сассине илтсен, юлашки хут тăван çĕре чĕркуçленсе ларса чуптунине курсан куççуль тухать. Хăй чăн çĕрте пулсассăн та унăн ытарлă калаçăвĕ, ĕçĕ-хĕлĕ чăннипех те нихăçан та манăçа тухмĕç.

"Кирек мĕнле халăха та унăн чи çỹллĕ шайри çитĕнĕвĕсем тăрăх хаклаççĕ. Пирĕн çав çỹллĕше сыхласа хăварасчĕ. Ку ĕнтĕ манăн пил те, халал та", - тенĕ пирĕн Геннадий Никандрович.

Н.Хушкина вĕрентекен шкул ачисемпе йĕркеленĕ концерт программи те пухăннисен кăмăл-туйăмне çĕклерĕ. Аслă Елчĕк халăхĕ чăннипех те тивĕçлипе мухтанать Геннадий Никандровичпа - Генийпе. Академикăн çуралнă хутне курнă çынсем каланă тăрăх, унăн пурнăçĕнчи пĕрремĕш документ çинче Геннадий ят мар, Гений пулнă. Апла пулсан çỹлти Турă ентешĕмĕре пур енлĕ пултарулăх ахальтен мар парнеленĕ.

Юлашкинчен конференци делегачĕсем Геннадий Никандрович çуралса ỹснĕ кил-çурта кайса курма кăмăл турĕç. Арктикăри культурăпа искусство патшалăх институчĕн наукăпа тĕпчев центрĕн ертỹçи Ульяна Винокурова Çурçĕр халăхĕ Г.Н.Волкова чи çывăх тăванĕ вырăнне йышăннине, Саха Республикин вĕренỹ тытăмне йĕркеленĕ çĕрте чăваш академикĕн тỹпи пысăккине палăртрĕ. Хăйпе пĕрле вăл Çурçĕр чĕрчунĕн çăмне илсе килсе кăмакана хучĕ. "Геннадий Волков - пирĕн, вăл яланах пирĕнпе пулĕ", - терĕ Ульяна Алексеевна çунатланса. Сăмах май каласан, вăл Аслă Елчĕкре пĕрре мар пулнă.

Тĕнче шайĕнчи пултаруллă çынсене кун çути пилленĕ çурта Волковсен çывăх тăванĕсем - Еленăпа Валерий Карамаликовсем типтерлĕ пăхса тăраççĕ. Сумлă хăнасем Волковсен килне музей-çурт тума вăхăт çитнине, çак тĕлĕшпе республика ертỹçисем патне ыйтупа тухма кăмăл пуррине те пытармарĕç.

Геннадий Волковăн ĕçне малалла тăсакансем Аслă Елчĕк çыннисемпе тулли кăмăлпа сывпуллашрĕç. Академикăн шкул умĕнчи бюсчĕ умне чĕрĕ чечексем хурса Вĕрентекен умĕнче пуçĕсене тайрĕç...

В.СМИРНОВА.

Сăнỹкерчĕкре: тĕлпулу саманчĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика