ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçлăх кунне хутшăннă

04 июля 2017 г.

Июнĕн 30-мĕшĕпе июлĕн 1-мĕшĕнче Шупашкар районĕнче республикăри пуçлăх тата муниципаллă пĕрлĕхсен служащийĕн кунĕ иртнĕ. Кăçалхипе ăна 10-мĕш хут йĕркеленĕ.

Пухăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçи Юрий Васильев, Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Александр Иванов тата ыттисем саламланă, ăмăртусенче ăнăçу суннă.

Михаил Васильевич муниципалитетсен пуçлăхĕсене, муниципалитет служащийĕсене хăйсене шанса панă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа, яваплăха туйса пурнăçланăшăн ырласа тав тунă. Регионта тĕрлĕ шайри влаç органĕсенче тăрăшакансем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тухăçлă ĕçлесе пынипе Чăваш Республики инвестици хывмалли чи ăнăçлă регион пулса тăнине палăртнă. Чăваш Енре социаллă сфера кирлĕ пек шайра аталанса пырать, экономика кунран-кун ырă енне улшăнса пырса пысăк çитĕнỹсемпе палăрать. "Районсемпе хуласен пуласлăхĕ ытларах чухне сирĕн пысăк ĕçĕртен те сахал мар килет, ỹлĕмрен кашнин тăрăшса ĕçлемелле, ун чухне çитĕнỹ пуласси куçкĕретех", - тенĕ Михаил Игнатьев.

Пуçлăх кунне Комсомольски район команди те хастар хутшăннă  Вĕсем тĕрлĕ тупăшусенче вăй виçнĕ. Волейбол тата мини-футбол вăййисенче ăмăртнă, эстафетăра вăй виçнĕ, кире пуканĕ йăтнă, çавапа курăк çулнă, пултарулăх конкурсне хутшăннă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика