Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕслĕх илмелли çамрăксем чылай

01 июля 2017 г.

Район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ Пĕтĕм Раççейри çамрăксен кунне халалланă мероприяти шăпах çакна çирĕплетрĕ. Шкултан тухакансене те явăçтарса ирттернĕ уявра районти чи-чи пултаруллă хĕрсемпе каччăсем тĕрлĕ енлĕ наградăсене тивĕçрĕç.

«Вăрнар район çамрăкĕсем çав тери хастар, вĕсем – муниципалитет, республика, Пĕтĕм Раççейри тĕрлĕ конкурссен çĕнтерÿçисемпе призерĕсем», – палăртрĕç хăйсен саламлă сăмахĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов тата вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Маргарита Тихонова.

Сцена çине производствăра, ял хуçалăхĕнче, медицинăра, вĕрен-тÿре, спортпа культурăра палăрнисене чĕнсе илчĕç. Район администрацийĕн Хисеп грамотине вĕрентÿ пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Галина Виноградова, Вăрнар хула поселенийĕн тĕп специалист-эксперчĕ Мария Никитина, «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн юрисконсульчĕ Екатерина Федотова, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн аш-какай цехĕн ĕçченĕ Татьяна Васильева, В.Дмитриева фермер хуçалăхĕн тракторисчĕ Константин Васильев, «Янгорчино» хуçалăхăн механизаторĕ Валерий Николаев тата Артур Афанасьев уйрăм предприниматель тивĕçрĕç.

Район администрацийĕн Тавĕпе Мăньял Хапăсри пĕтĕмĕшле практика врачне Жанна Карпована, ял хуçалăх техникумĕн мастерне Ольга Цыганована тата районти культура çурчĕн методистне Зинаида Ижелеевана чысларĕç.

Вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн Хисеп грамотисене илнисем – районăн культура, спорт, обществăлла пурнăçне пысăк тÿпе хывакансем. Вĕсем – Анна Данилова, Ксения Клочкова, Вадим Самаров, Дмитрий Львов – Вăрнарти 1-мĕш, Татьяна Ефимова, Дарья Захарова, Дмитрий Никитин, Никита Львов – Вăрнарти 2-мĕш, Катя Кошкина – Мăн Явăшри, Настя Тикинева – Хапăсри, Иван Иванов – Кĕçĕн Кипекри шкулсенче вĕренекенсем.

Çамрăксен сывлăхне çирĕплетес, пĕлĕвне тата воспитанине ÿстерес ĕçре çĕршывра çĕнĕрен пуçарнă ГТО комплексĕ пысăк вырăн йышăнать. Икĕ çулта ун нормативĕсене 1777 çын панă, ылтăн паллăлăх 97 çын пурнăçланă. Кăçалхи пилĕк уйăхра ку значоксене тивĕçнисене хаçатра (май, 31, №41) пĕлтернĕччĕ. Вĕсене Çамрăксен кунĕнче чыслани ГТО комплексĕн сумне ÿстерчĕ тата Вăрнарти тĕп площаде пухăннă вун-вун çынна нормативсем витĕр тухма хавхалантарчĕ.

Юлашки çулсенче республикăра баскетбол тĕсĕ палăрмаллах аталанчĕ, унпа кăсăкланакансен йышĕ ÿсрĕ. Вăрнар шкулĕсенче те ку вăйăпа туслашнисем чылаййăн. Пуринчен те маттуррисем – Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш, Хапăсри, Кульцаври, Санарпуçĕнчи, Туçи Мăратри, Хăмăшри шкулсем. Вĕсем уявра Чăваш ен физкультурăпа спорт министерствинчен баскетбол мечĕкĕсен комплексĕсене тивĕçрĕç.

Çавăн пекех Ольгăпа Алексей Петровсен тăватă ачаллă çемйине, волонтерсене чысларĕç. Кашни чыслава пултарулăх номерĕсемпе пуянлатрĕç.

Официаллă пай вĕçленсен те çамрăксем киле васкамарĕç. Çак кун вĕсем спорт тĕсĕсенче – турник çинче туртăнассипе, тăршшĕне сикессипе, алă вăйне виçессипе – тупăшрĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА. 

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика