Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юмахри пек ватлăх

05 июля 2017 г.

Юмахри пек ватлăх

Ĕмĕр пурăнса ирттересси уй урлă каçасси мар. Унăн сакки, чăннипех, сарлака.

Яманчỹрелĕнчи Алексей Яковлев çемьери тăххăрмĕш ача пулнă. Унăн ашшĕпе амăшĕ - Хрисан Яковлевичпа Серафима Александровна çирĕп хуçалăхпа пурăннă. Кил хуçи хăй аллипе плуг та, сухапуçĕ те ăсталанă. Ỹркенменскер икĕ лашипе таврари ялсенчи çынсен çĕрне сухаласа, акса панă. Ăста платник пулнăран ачисене те ĕçпе пиçĕхтернĕ.

Тар кăларса ĕçлесе пурăннă çемьене кураймансем те тупăннă. Вĕсене кулаксен йышне кĕртнĕ. 2 лашине, ĕнипе пушмак пăрушне, 18 сурăхне, тыррине илсе, çурт-йĕрне пăсса хăйсене тăм витене хăваласа кăларнă. Хрисан Яковлевича тăватă çуллăха тĕрмене хупнă. Нушана лекнĕ Серафима Александровна ачисемпе кỹрши-арши патĕнче пурăнкаланă. Тĕрмере арçыннăн хăрах куçĕ шăтса юхнă. Кунтан пĕрле ларнă пачăшкăсем пулăшнипе кăна ирĕке тухнă.

Ашшĕ Алексей ывăлне 13-ре чухнех хăйпе пĕрле ертсе çỹресе платник ĕçне хăнăхтарнă - аллине пуртă-пăчкă тыттарнă. Ачаранах çыпăçуллă алăллă пулнипе палăрнă. Пĕчĕккĕллех вăрмантан йывăç касса килсе хăйне валли йĕлтĕр çуна ăсталанă вăл. Чỹрече янаххисене те хăех лартнă. 15 çул тултарсан ăна колхоз патшалăх валли лашапа вăрман кăларма янă. Алексейпе пĕрле çав вăхăтра вăрман кăларнисем вилсе те пĕтнĕ ĕнтĕ. "Алă-урана тăхăнмалли çукчĕ. Çăпатапа ỹсрĕмĕр. Кăшт кăна ăшăрах пултăр тесе урасене хаçатпа чĕркеттĕмĕр", - аса илет Алексей Хрисанович.

Пурнăç пылак пулмасан та нăйкăшман вăрçă ачисем. Яш çулне çитсен Алексейăн хĕсмете кайма ят тухать. Малтанах Мускавра службăра тăрать Яманчỹрел каччи. Унтан ăна Казахстана куçараççĕ. 3 çул та 8 уйăх службăра тăрсан тăван яла таврăнать. Çемье çавăрма шухăш тытать. Амăшĕпе йăмăкĕ хĕр те суйласа хунă иккен - хăй пекех маттур та ĕçчен пикене. Алексей Верăпа улахра паллашать. Пĕрре курсах хĕр ĕнерхи салтакăн кăмăлне каять. Çур çул туслă çỹренĕ хыççăн çамрăксем çемье çавăраççĕ.

Яковлевсен çурчĕ аванах юхăннă пулнă. Ашшĕ Алексей салтака кайсан çур çултанах çĕре кĕнĕ. Çамрăк мăшăр тăрăшса ăшă йăва çавăрма ăнтăлать. Çемье пуçĕ авланнă çулах хĕлĕпе вăрман кăларнă çĕрте вăй хурать. Хуралтă тăвас тесе пĕренесем хатĕрлет тăрăшуллă арçын. Çулла вара иккĕшех хуралтăсем хăпартаççĕ. Çамрăк хĕрарăма йывăр ĕç чире ярать. 9 эрнери ачине никампа хăварайманран Елчĕк больницине ачипех сипленме выртать Вера Максимовна. Вилĕмпе куçа-куçăн тĕл пулать çамрăк хĕрарăм. Унтан йывăр чирлĕскере Елчĕке самолет чĕнсех Шупашкара ăсатаççĕ. Ачине Елчĕк больницинех хăвараççĕ. Тăватă уйăх сиплеççĕ Вера Максимовнăна Шупашкар тухтăрĕсем.

- Йывăр тăпри çăмăл пултăр Петр Осипов профессорăн. Мана ура çине тăратассишĕн нумай тăрăшрĕç шурă халатлă ĕçченсем, - иртнине ассăн сывласа аса илет Вера Максимовна.

...Верăн та шăпи çăмăл килмен. Вĕсен аслашшĕ ялта пĕчĕк лавкка тытнă. Сад ĕрчетнĕ, хурт-хăмăр нумай усранă. Вĕсене те кулаксен шутне кĕртсе мĕнпур пурлăхне туртса илнĕ. Ашшĕ вăл вăхăтра Мускава ĕçлеме кайнă пулнă. 20 çулхи çамрăка ялтан ярса панă характеристикăпа кулак ачи тесе айăпланă. Тăватă çул тĕрмере ларса тухнă. Ним айăпсăрах айăпланă çемьесен пурнăçĕ пĕрре те çăмăл килмен.

Вера Максимовнăпа Алексей Хрисанович шăкăл-шăкăл калаçса пурăнса çичĕ ача çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Мĕн пĕчĕкрен ачисене ĕçре пиçĕхтернĕ.

- Колхоз анине кăна мар, Тутарстан Республикинчи уй-хире те çумкурăкран тасататтăмăр. "Ĕç çынна илем кỹрет", - тесе вĕрентеттĕмĕр ачасене, - тет çичĕ ача амăшĕ.

Яковлевсен виçĕ ывăлĕ те, Володя, Вячеслав, Валерий, салтак тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Ашшĕпе амăшĕ ывăлĕсем службăра тăракан часть командирĕсенчен пĕрре мар Тав хучĕсем илнĕ. Арçын ачасем ашшĕ çумĕнче платник ĕçĕсене алла илнĕ. Спортпа çывăх туслашнă.

Галина Шупашкарта нумай хваттерлĕ çуртсене ăшăтнă çĕрте ĕçлесе пенсие тухнă. Мария тăван ялта тĕрлĕ çĕрте тăрăшнă. Ашшĕ-амăшĕпе юнашар пурăннăран яланах пулăшу аллине тăсать вăл. Венера Мускавра хунав янă. Педагог профессине алла илнĕ. Кĕçĕнни, Лариса, Турцире дизайнера вĕренсе тухнă, Мускавра хăйĕн çĕвĕ фабрикине уçнă.

Яковлевсен ывăлĕсемпе хĕрĕсем пурте çемьеллĕ. Пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Ватăсене мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем пуç тайса хисеплеççĕ. Йышлăн вĕсем: 15 мăнукпа 8 кĕçĕн мăнук.

Ĕçре пиçĕхнĕ ватăсем шаннă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн панă наградăсем те сахал мар. Вера Максимовнан "Коммунизмла ĕç ударникĕ" паллă та пур. Алексей Хрисанович пенсие тухиччен конюхра, фермăра чылай çул ĕçлерĕ. Харсăр платник хăйĕн ĕмĕрĕнче миçе çурт лартнине, миçе çуна-урапа ăсталанине шутласа пĕтереес çук. 84 çулхи ăста халĕ те ахаль лармасть. Пуртă е çава аврисем лартмалла-и - пулăшу ыйтма пынă пĕр ял çыннине те ахаль кăларса ямасть.

Çимĕкре Яковлевсем пĕр çемье çавăрни 60 çул çитнине паллă турĕç. Савăк юрă-кĕвĕ, ăшпиллĕ калаçу янраса тăчĕ ашшĕпе амăшĕн типтерлĕ те хăтлă кил-çуртĕнче.

- Мĕнпур йывăрлăха ĕçлесе çĕнтертĕмĕр. Хальхи пек пурнăçа курасса сунман та эпир. Ачасем пулăшнипе пỹрте шыв кĕрсе тухать. Ăшă шывĕ те пур. Ванна, туалет та пỹртрех. Ватлăхра юмахри пек пурăнатпăр, - теççĕ ялти хисеплĕ ватăсем - Яковлевсем.

В.МАКСИМОВА.

Сăнỹкерчĕкре: Вера Максимовнăпа Алексей Хрисанович аслă хĕрĕсемпе.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика