Кзыл-Чишминское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1 Портал района Администрация Батыревского района banner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çынни ялшăн тăрăшни паха

30 июня 2017 г.

 "Ял йытти ял еннеллех вĕрет" текен ваттисен каларăшĕ ялта çуралса ỹснĕ çын кирек ăçта пурăнсан та ентешĕсемшĕн кар тăнине пĕлтерет. Акă, Кзыл Чишмасем ватти-вĕтти хисеплекен Гузалия Сафина тăван кĕтесрен вĕçсе тухса кайни те тахçанах ĕнтĕ. Çапах ырă чунлă хĕрарăм хăй халăхĕшĕн сăваплă та пархатарлă ĕçсем тума пăрахмасть. Паян Хусанти "Таиф" фирмăра тăрăшакан хастар ял çыннисемшĕн кĕтнĕ те хисеплĕ хăна çеç мар, чăн-чăн меценат та! Астăватăп-ха, вăл пулăшнипех ял халăхĕшĕн хисеплĕ вырăна _ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсене асăнса лартнă палăкпа унăн таврашне _ тирпейлесе юсарĕç. Халĕ тата тепĕр сăваплă вырăна _ вилнĕ тăванăмăрсем канлĕх тупнă масара тирпей- илем кĕртес тĕлĕшпе пысăк пулăшу кỹрет. 

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче уйрăм усламçăсем, харпăр-хăй ĕçне ăнăçлă, тупăшлă йĕркелесе пыракан хастарсем, ытти паллă çынсем сахал мар. Ку тĕлĕшпе эпир республикăра та "пилотлисен" шутĕнче. Енчен те вĕсенчен чылайăшĕ çак хĕрарăм евĕр тирпей-илемшĕн кар тăрсан, районти 56 ял та кăтартуллисен йы шĕнче пулĕ! Çапла мар-и-ха?

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429355 Чувашская Республика Батыревский район д.Кзыл- Чишма, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83532) 67896
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика