Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашнин ĕçĕ чыслă

21 июня 2017 г.

Паллă ĕнтĕ: çутçанталăк тесе эпир çĕр çинче мĕн пуррине калатпăр, йывăç-курăк, чĕрчун, хурт-кăпшанкă, сăрт-ту, шыв-шур – пурте çаксем çутçанталăк шутне кĕреççĕ. Çакăнтах эпир те, çынсем, – çутçанталăк ачи-пăчисем.

Çутçанталăка икĕ пысăк ушкăна пайлаççĕ. Пĕри – чĕрĕ çутçанталăк. Çакăнта вара – тĕнчере мĕн çуралать, ÿсет, ватăлать, вилет – пурте чĕрĕ çутçанталăк шутĕнче. Утса-чупса, вĕçсе, шуса, ишсе çÿрекен чĕрчун кăна мар, мĕнпур ÿсен-тăран чĕрĕ çутçанталăк. Мĕншĕн тесен ÿсен-тăран та шăтать, ÿсет, çимĕç парать. Вăхăчĕпе ватăлать те типет, хăрать.

Чĕрĕ мар çутçанталăк шутне вара çĕр, сăрт-ту, шыв-шур, сывлăш, пĕлĕт, хĕвел, уйăх, çăлтăрсем кĕреççĕ.

Çутçанталăкра пурте пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Çил вĕрсессĕн çумăр килет, çумăр çусан ÿсен-тăран лайăхрах ÿсет, чĕрчунсене тăрантарать. Чĕрчунĕ йышлăрах пулсан çынна та лайăх.

Çутçанталăкăн чăн-чăн хуçи – хĕвел. Çĕр çинче мĕн пурри хĕвелтен килет. Хĕвеле пулах çил тухать. Çумăра та хĕвел çутарать. Çĕр çинче хĕвелсĕр пурнăç çук.

Çутçанталăк хăй йĕркипе чупать, унăн хăйĕн юхăмĕ. Çав юхăм пин-пин, миллион-миллион çул йĕркеленнĕ, çирĕпленнĕ. Шел пулин те, эпир вара, те ăслă, тен, пачах урăх çынсем, çутçанталăк юхăмне вăйпах хутшăнма, ăна чăрсăррăн пăсма тытăнтăмăр, çакă ĕнтĕ – паян пурăнса пултăр тенине пĕлтерет, ыран унта мĕнле...

Çапла вара кирлĕ мар тĕтĕмсемпе ял-хуласем çине миллион-миллион тонна хăрăм, сиенлĕ те наркăмăшлă хутăш тăкатпăр. Ансăр е сарлака çулсем çинче чупакан машина-тракторсем тавралăха сиенлĕ хутăшсемпе варалаççĕ, хула-ял хушшипе чупаканнисем çынсене вирлĕ сиен кÿреççĕ, пурнакансем тĕрлĕрен хăрушă чирсемпе аптраççĕ, çамрăклах пурнăçран уйрăлаççĕ. Çакăн пекех пулсан тепĕр 10–15 çултан çын пурнăçĕ 10–15 çул чакмалла, 40–50 çула çитсе вилекенсем чылай ÿсмелле, айăпĕ веçех пирĕнте.

Çакă вăл хальхи вăхăтра сывлăш та, тăпра та, шыв та çав тери хăрушă вараланни, вăрмансемпе çырмасенче çăлкуçсем, пĕвесемпе юхан шывсем типе-типе ларни, йывăçсем хăра-хăра пĕтни. Хальхи вăхăтра кайăксен шучĕ çулсерен чакса пырать, 30–50 çул каялла ялта та, хулара та, вăрманта та шăнкăрч, курак, тăри, чĕкеç, шăпчăк питĕ йышлăччĕ. 50–60 çул каялла шăнкăрчсен тĕсĕ пачах урăхлаччĕ, йăм хураччĕ. Тепĕр 20 çултан шăнкăрч таврашне курасси те пулмĕ, мĕншĕн тесен эпир вĕсене кĕтместпĕр, йăвасем тăвасси – маннă ĕç.

Ялсенче вуншар-вуншар пĕве типсе ларчĕ, вĕсене тасатас-юсас текен çук. Çак сăлтавпах, ялта шыв çук пирки пушарта çурт-йĕрсем çунаççĕ. Юлашки вăхăтра йывăçсем лартас вырăнне мĕн пуррине касаççĕ, çурт-йĕрсем хушшинче, умĕнче пачах юлмарĕ тесен те тĕрĕсех.

Тепĕр хут асăрхаттарса çапла калас килет: çутçанталăк чухăнланса пырать. Ăна этем чухăнлатать – вăрмансене касать, шывпа сывлăша варалать, халĕ пур çĕрте те  кĕленче ванчăкĕ, тимĕр-тăмăр татăкĕ, пакет хутаççисемпе кĕленчесем – тем тĕрлĕ ăпăр-тапăр. 25–30 çул каялла кĕленчесене лавккасене çитерсе панă, тимĕр-тăмăра, хут таврашне пионерсем çĕрме паман – пуçтарнă, вĕсене класпа класс ăмăртса шыранă.

Пионерсемпе комсомолецсем çуркунне-кĕркунне йывăçсем лартнă, вĕсене пăхса çитĕнтернĕ, алпа лартсах скверсемпе садсем çулсерен ÿсе-ÿсе ларнă. Килсерен панулми, чие, слива, хурлăхан, катăркас, палан йывăççисене лартакансем чылаййăн пулнă, халĕ вара... Эх! намăс мар-ши пире?

Чăвашăн хăйĕн йывăçĕ пур. Вăл – йăмра. Ăна ăруран ăрăва панă тейĕн. Йăмрана кашни арçын лартнă. Пуçра сăвă йĕрки явăнать:

Шавлать пулсан йăмра

Вилмен-ха ентешсем.

Туятăп çумăмра

Ыр чунлă çĕртешсем.

Шавлать пулсан йăмра

Пурнатпăр эп те эс.

Ыр пултăр сăввăмра

Çак йывăç та кĕтес.

Çутçанталăка упрассси – кашни çыннăн тивĕçĕ. Ăна пурнăçлас тесен тĕнчери пур патшалăхăн, халăхăн кар тăрса ĕçлемелле. Çĕр çинче çутçанталăк пĕтсен пурнăç та пĕтет. Вăрмансемпе садсене пĕтерни, таса шыва варалани, çăлкуçсене тасатманни, юханшывсене юшкăнран хăтарманни, çÿп-çап куписем ÿссе пыни – питĕ пысăк хăрушлăх. Этемлĕх пурнăçĕ, малашлăхĕ-пуласлăхĕ çутçанталăкпа тачă çыхăннă, унăн вĕт хăйĕн йĕрки, çирĕп саккунĕ, çавăнпа та пирĕнтен кашнин çавсене пăхăнса пурăнмалла.

Кăçалхи çул пирĕн çĕршывра – Экологи çулталăкĕ. Экологи вăл – пĕр вырăнта пурăнакан ÿсен-тăрансемпе чĕрчунсем тата çутçанталăк хутлăхĕн çыхăнуллă тăрĕмĕ.

Манăн сĕнÿ. Хатĕрлев кантурĕ пулнă вырăн ахалех ларать, ĕçлесен кунта икĕ пин машина лармалăх вырăн пур, мĕншĕн тесен икĕ-виçĕ хутлă гаражсем тума май пур.

Хаçатра кушак-йытăсем пирки сăмах хускатнăччĕ. Вăрнарта кушаксене пăхса тăракансем сахал мар, хăшĕ-пĕри вунă кушака тăрантарать, килĕсене илсе кĕрсе çуса тасатать. Ку ĕçе темшĕн пач ватă çынсем (70–95 çулхисем) пурнăçлаççĕ, çамрăкраххисем, ача-пăчасем ку ĕçрен пăрăннă, ку питĕ япăх, шухăша ярать.

Алексей АНТОНОВ.  

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика