Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрнарсем – Республика кунĕнче

28 июня 2017 г.

Шăматкун вăрнарсем Чăваш енĕн тĕп уявне – Республика кунĕпе çыхăннă мероприятисене хастар хутшăннă

Пĕтĕм тĕнчери куравра

«Контур» суту-илÿпе курав комплексĕнче  иртнĕ «Регионы – сотрудничество без границ» куравра кăçал та Вăрнар район экспозицийĕпе паллашма май пулнă. Информаци стендĕнче район аталанăвне цифрăсемпе фактсем, сăнÿкерчĕксем сăнласа панă.

Пĕтĕм тĕнчери курава район делегацийĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов ертсе пынипе хутшăннă. Пирĕн район экспозицийĕпе паллашнă май, Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Валерий Филимонов вăрнарсем ĕçре яланах кăтартуллă тăрăшнине палăртнă, çитĕнÿ шайне алăрах тытса пыма ăнăçу суннă.

Республика ертÿлĕхĕ Вăрнарти аш-какай комбиначĕн, Вăрнарти хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт завочĕн продукци куравĕпе те кăмăлласа паллашнă.

Курав пынă кунсенче районпа çыхăннă палаткăсене Вăрнар тăрăхĕнчен тухнă, халĕ Шупашкарта тата ытти районсенче пурăнакан ентешсем нумаййăн пынă, сăнÿкерчĕксемпе, район аталанăвĕпе кăсăкланнă.

Кăçал ĕçлĕ калаçусен, инвестицисене явăçтарма, харпăр хăй потенциалне кăтартма пулăшакан курава Чăваш енри тата Раççейĕн çичĕ субъектĕнчи 140 ытла организаци хутшăннă.

Этнокультура картинче

Районсемпе хуласен этнокультура хуçалăхĕсен куравĕ чăвашсен тĕлĕнмелле пултарулăхĕпе тыткăнланă.

Кунта наци çи-пуçĕ, пушмакĕсем, музыка инструменчĕсем, эрешленĕ йывăç изделийĕсем тата тем те пĕр илемлĕ япала вырăн тупнă.

Вăрнар районĕ кăçал хăйĕн пултаруллă хурт-хăмăр ăстин Иван Федоровăн ĕçĕ-хĕлĕпе мухтанма пултарнă. Унăн тутлă пылне, пыл хатĕрĕсене, пылран пĕçернĕ супăнĕсене кашниех тутанса пăхма-туянма пултарнă. Иван Михайлович çавăн пекех  хурт-хăмăр ĕрчетес ĕçри авалхи тата хальхи вăхăтри хатĕрĕсене тăратнă.

«Маçтăрсен Руçне» уçаканĕсем – вăрнарсем

Республика кунĕ йĕркипе декоративлă прикладной ÿнерĕн «Маçтăрсен Руçĕ» Пĕтĕм Раççейри конкурс кăçал 15-мĕш хут иртнĕ.

Конкурса Раççейĕн 19 регионĕнчи 39, Чăваш енри 20 ăста хутшăннă. Маçтăрсем урамра çынсем умĕнче тĕрлессипе, тĕртессипе, явассипе, çĕлессипе, йывăçран изделисем касса кăларассипе, тăмран ăсталассипе, тимĕре шăратса илемлетессипе тата ытти енĕпе тупăшнă.

Кокурса пултарулăх номерĕсемпе илемлетнĕ. Ăна уçма кăçал вăрнарсене шаннă: районти культура çурчĕ çумĕнчи «Тивлет» юрăпа ташă ансамблĕ (хореографĕ – Алина Федотова) сюита тата «Варенька» ташша кăтартнă.

Тĕп сцена çинче

Халăх пултарулăхĕн «Раççей çăлкуçĕсем» фестивалĕ кăçал нихçанхинчен нумай коллектива пуçтарнă. Уява çĕршывăн 26 регионĕнчи ушкăнĕсем тата Китай Халăх Республикин Аньхой провинцийĕн Сычжоу опера театрĕ килсе çитнĕ.

Пĕтĕм Раççейри фестивале Вăрнар район артисчĕсем яланхиллех хастар хутшăннă. Районти клуб системин директорĕ Светлана Журавлева пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн коллективсем пурте Хĕрлĕ площадьри тĕп сцена çинче юрлама-ташлама тивĕçнĕ. Кульцаври Марина Нягина ертсе пыракан «Ивушка»                Раççей çинчен калакан юрăпа савăнтарнă. Районти культура çурчĕ çумĕнчи «Санар» (Алина Евдокимова пуçарса янă, халĕ Галина Иванова ертсе пырать) фольклор ушкăнĕ салтака ăсатнине, Ярмушкари «Утмăлтурат» (Галина Лаврова ертсе пырать) ушкăн такмаксем, «Шурăмпуç» (ертÿçи – Надежда Лаврентьева) ушкăн туй йăлине кăтартнă. Районти ветерансен халăх хорĕ (ертÿçи – Валерий Шакртов) республикăн пĕрлехи хорĕпе «Алран кайми аки-сухи» юрра юрлама тивĕçнĕ.

Çавăн пекех ветерансен хорĕ июнĕн 25-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Мăн Сĕнтĕрте иртнĕ Сухан фестивальне хутшăнма та тивĕç çĕнсе илнĕ. Вĕсем кунта ытти регионсенчен килнĕ, хамăр республикăри артистсемпе пĕрле концерт панă.

Республика кунне хутшăннă коллективсене пурне те Дипломсемпе чысланă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.      

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика