Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Екатерина Георгиева - пĕрремĕш

28 июня 2017 г.

Екатерина Георгиева - пĕрремĕш

Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи “Ольдеевская” агрофирмăра ĕне сăвакансемпе выльăхсене пĕтĕлентерекен техниксен конкурсĕ иртрĕ.
Кĕрешĕве 23 ĕне сăваканпа 19 техник хутшăнчĕ. Пирĕн районтан республикăри пысăк тупăшăва “Акконд-агро фирма” акционерлă обществăри Екатерина Геннадьевна Георгиевапа Наталия Васильевна Ерастова машинăпа ĕне сăвакансем тата В.Грачев хресчен фермер хуçалăхĕнчи Алина Анатольевна Юзукова техник-осеменатор хутшăнчĕç.
Вĕсен яланхи пекех çирĕп тĕрĕслев витĕр тухма тиврĕ, сумалли хатĕрсене вăхăтпа пуçтарчĕç, ĕне суса тата зоотехнипе ветеринари правилисене пĕлессипе тупăшрĕç.
Машинăпа ĕне сăвакансем хушшинче пирĕн Екатерина Георгиевана çитекенни пулмарĕ, конкурсра 1-мĕш вырăн йышăнчĕ, Хисеп грамоти тата телевизор илме тивĕçлĕ пулчĕ. Вăл Мордвара иртекен Раççейри ăмăртăва хутшăнса хăйĕн ăсталăхне кăтартĕ, республика чысне хÿтĕлĕ.
Ыттисене те парнесем, дипломсем парса хавхалантарчĕç.
Конкурс çĕнтерÿçисене тата унта хутшăннисене Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Надежда Борисовна Гладкова саламларĕ, ырă сунчĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика