Арабосинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аталанать, тĕрекленет Чăваш Ен

28 июня 2017 г.

Июнĕн 24-мĕшĕнче Республика кунне халалланă тĕп мероприятисем Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра иртрĕç.

Уява çĕршыври 55 регионтан тĕрлĕ пултарулăх коллективĕсем, ăстисем килсе çитнĕ. Уяв программи тĕрлĕ мероприятисемпе тулли пулчĕ. Хĕрлĕ лапамра "Ăстасен хули", "Ал ĕç ăстисен Раççейĕ" куравсем ĕçлерĕç. Районсенчен килсе çитнĕ чăваш тумĕсене тăхăннă ушкăнсем хăйсен экспозицийĕсем умĕнче юрăсем юрларĕç. Пирĕн Вăрмар районĕн делегацийĕ те Республика кунне активлă хутшăнчĕ.

Вăрмар районĕн ячĕпе хатĕрленĕ курава хăйсен ĕçĕсене Арапуçĕнчи Эмилия Леонтьевна Романова тата Аслă Чакри Надежда Александровна Евдокимова тăратнă. Эмилия Леонтьевна пенсионерка, ал ĕç тумасăр пурăнаймасть вăл. Чăваш тĕррисене тĕпе хурса тухья, хушпу, масмак ăсталать, алшăллисем, арçын ача кĕпи те çĕлесе тĕрленĕ вăл. Курава йăлт хăй аллипе тунă япаласене илсе килнĕ Э.Романова. Мăнукĕсем валли - 4 хĕр ача ячĕпе - тухьясем, масмак çĕлесе панă Эмилия Леонтьевна. "Чăваш тĕррисем, йăли-йĕркисем нихăçан та манăçа ан тухтăрччĕç. Чăваш япалисене питĕ юрататăп эпĕ", - тет ал ĕç ăсти. Халĕ унăн ĕмĕтĕнче хĕрарăм валли чăваш кĕпи çĕлесси, ăна тĕрлесе илемлетесси.

Хăйĕн ĕçĕсемпе Республика кунне хутшăнма пултарнăшăн, урăх регион, район çыннисемпе курса калаçма, вĕсен пултарулăхĕпе паллашма тÿр килнишĕн чăннипех те савăннă Э.Романова.

Аслă Чак ялĕнче çуралса ÿснĕ Надежда Александровна вара паянхи пурнăçпа çыхăннă калама çук илемлĕ япаласем, картинăсем хатĕрлеме пултарать. Вĕсем ытларах бисертан, лентăсенчен, çипсенчен шампань эреххин кĕленчине те иккĕмĕш пурнăç парнелеме пултарать вăл. Тĕрлĕ материалтан хатĕрленĕ япаласене сĕтел е полка çине лартсан вĕсем илем кÿреççĕ. Акă, пукане-шкатулка, топиари /чÿлмекри илемлĕ йывăç/... Вĕсене мĕнле тумаллине вăл интернетран пĕлет. Надежда Александровна 5 ача амăшĕ, кĕçĕн ывăлĕ 10 уйăхра кăна-ха унăн. Апла пулин те пушă вăхăт тупса алла юратнă ĕç тытать те чăтăмлăх çитерсе пуçланă япалана вĕçне çитерет. Хамăрăн район Акатуйĕнче те кашни çулах тĕлĕнтерет вăл хăйĕн ĕçĕсемпе. Саккас мелĕпе те ĕçлет Н.Евдокимова.

Курава тăратнă япаласене уява килнĕ çынсем тĕлĕнсе алла илсе тыта-тыта пăхрĕç, фотосем ÿкерĕнчĕç, килĕшнĕ япаласене туянчĕç.

Ытти район çыннисем, уяв хăнисем те Вăрмар районĕн экспозицийĕпе кăсăкланчĕç. Акă Вăрмар район çыннисен пултарулăхĕпе Пушкăрт Республикинчен килнĕ хăнасем те интересленчĕç. Вĕсен йăхĕ 275 çул каялла Вăрмар район çĕрĕ çинче пурăннă иккен. Пĕлтĕр вĕсем хăйсен йăхĕпе интересленсе Пăвакасси, Çиçтĕпе, Чăршçырма ялĕсенче те пулнă. Уявра çавăн пекех Арапуçĕнчи Культура çурчĕ çумĕнчи "Гармония" вокал ушкăнĕ те хутшăнчĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика