Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк ят-сумлă

23 июня 2017 г.

Пысăк ят-сумлă

Çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ, Елчĕк районĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Кĕнекине, Елчĕк, Патăрьел районĕсен, "Елчĕк ен" хаçатăн энциклопедийĕсене кĕртнĕ Герман Аркадьевич Петров - "Яманчỹрелти сельхозхими" предприяти директорĕ - 55 çул тултарать. 1997 çултанпа Герман Аркадьевич çак коллектива ертсе пырать (маларах, сакăр çул хушши, çак предприятирех тĕп бухгалтерта вăй хунă). Хастар ертỹçĕн авторитечĕ районта кăна мар, республикăра та пысăк. Коллектив та çулсеренех ỹсĕм хыççăн ỹсĕм тăвать, республикăри предприятисем хушшинче те малтисен ретĕнче. Мал ĕмĕтлĕ директор районти предприятисемпе учрежденисене пурлăх тĕлĕшĕнчен нумай пулăшать. Хăй вăхăтĕнче "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕ вырнаçнă урама вак чул сарса çул тума пулăшнине журналистсемпе полиграфистсем халĕ те ăшшăн аса илсе тав тăваççĕ, юбиляра ĕçре, пурнăçра, çемьере ăнăçу сунаççĕ.

Сăнỹкерчĕкре: Г.Петров.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика