Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнăçлă лагерь кунĕсем

23 июня 2017 г.

Çуллахи каникул кунĕсем - ачасемшĕн савăнăçлă вăхăтсем. Вĕсем шкул çумĕнчи лагерьсене çÿресе канăва усăллă ирттереççĕ, сывлăхне çирĕплетеççĕ, спортпа туслашаççĕ. Юнтапа шкулĕ.

Лагерьсенче тĕрлĕ вăйă-конкурс ирттерни ачасен тавракурăмне ÿстерме май парать. Акă Юнтапа шкулĕнче бантсен кунĕ иртнĕ. Хĕрачасемпе арçын ачасем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ бантран чечек çыххисем тунă, ун çинчен такмаксем шутласа кăларнă, флешмоб ирттернĕ. Ашшĕ-амăшĕн тавракурăмĕ пысăк пулни ачисен тумтирĕ çинче курăннă. Атлас хăйăвĕсенчен, тĕслĕ хутран, фольгаран, тĕрлĕ йышши пиртен тата ытти япаласенчен те бантсем хатĕрленĕ. Ал ĕçĕсем пурин кăмăлне те кайнă. Кашни ачана грамотăсем тата парнесем парса хавхалантарнă.

Мăн Вылă шкулĕ. Ачасем лагерьте канаççĕ çеç мар, ĕçре те пиçĕхеççĕ. «Солнышко» лагере çÿрекенсем смена вĕçленнĕ тĕле пултарулăх номерĕсем хатĕрленĕ. Çавăн пекех шкул территорийĕнчи чечек йăранĕсене йĕркене кĕртнĕ. Отрядсем икĕ ушкăна пайланса тăрăшнă. Пĕрисем чечексене çум курăкĕнчен тасатнă пулсан, теприсем çÿп-çап пуçтарассипе тимленĕ.   Кăнтăрлахи апатчен пурте тăрăшса ĕçленĕ, хыççăн вара спорт мероприятийĕсем ирттернĕ.

Чăваш Сурăм шкулĕ. Кунта лагерь июнĕн 14-мĕшĕнче кăна ĕçлеме пуçланă-ха. Виçĕ отрядран тăракан лагерьте пурĕ 62 ача канăвне усăллă ирттерет. «Робинзоны», «Чистые пруды» отрядсем çут çанталăка сăнассипе ĕçлеççĕ пулсан, «Патриоты» отряда çÿрекенсемшĕн çарпа патриотизм теми çывăх. Апла пулин те кашниех спорта кăмăллать. Хĕрачасемпе арçын ачасем стадиона тухса тĕрлĕ вăйă выляççĕ. Отрядсем хушшинче те спорт ăмăртăвĕсем ирттереççĕ.

М.ШОРИНА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429242, Аликовский район, с. Большая Выла, ул. Калинина, д. 1
Телефон: 8(83535) 51-2-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика