Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Паттăрсен ячĕсем чĕрере йĕр хăварнă

Июнĕн 22-мĕшĕнче Раççейре Асăнупа хурлану кунне паллă тăваççĕ. Çак кун пурнăçне шеллемесĕр тивĕçе пурнăçланă, Тă-ван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хÿтĕленĕ мĕнпур паттăра асăнаççĕ.

1418 кунпа каç хĕрÿ çапăçусем пынă. Шăп та шай çакăн чухлех ĕнтĕ совет халăхĕ ирĕк- лĕхшĕн харсăррăн кĕрешнĕ. Çакă çĕнтерÿ çулĕ йывăр тата ытла та вăрăм пулнине палăртать те. 1941-1945 çулсенче паянхи тăнăç пурнăçшăн кĕрешсе 27 миллион ытла çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, вăрçă хирне ăсаннă кашни саккăрмĕш çын киле таврăнайман. Элĕк районĕнчен вара 9 пин ытла ентешĕмĕр вăрçă хирне ăсаннă, вĕсенчен 4 пин ытла çын çывăх çыннисем патне таврăнайман. Çакă - нимĕнпе танлаштарма çук пысăк çухату. Вăрçă хирĕнчен таврăнсан тата сурансене, чир-чĕре пула миçе çын пурнăçран ирех уйрăлнине те палăртма хĕн.

Çавăнпа та июнĕн 22-мĕшĕ пирĕн çыршыв историйĕнче яланлăхах «хура кун» пулса юлчĕ. Çак кун вара ĕмĕр-ĕмĕрех çĕр çинче пурăнакансене, уйрăмах çамрăксене, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă ентешĕмĕрсене, нимĕç фашисчĕсен лагерĕсенче асаплантарса вĕлернисене, тылра выçăпа тата сивĕпе нушаланса вилнисене аса илтерĕ. Вĕсен ячĕсем тата сăнарĕ яланах пирĕн асра пулма тивĕç.

Çитĕнекен ăрăва çывăх çыннăмăрсен паттăрлăхĕ çинчен каласа парас, вĕсене патриотизмла воспитани парас тĕлĕшпе ял тăрăхĕсенчи çар учечĕ енĕпе ĕçлекен специалистсем тăтăшах шкул ачисемпе тĕл пулаççĕ. Çар службинче пулнисемпе пĕрле Раççейри Хĕç-пăшаллă вăйсем çинчен, унăн вăй-хăвачĕ çинчен каласа параççĕ.

Июнĕн 22-мĕшĕнче вара ял тăрăхĕсенче çар учечĕ енĕпе ĕçлекен мĕнпур специалист 1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрла çапăçса пуç хунă мĕнпур ентеше асăнса чечек кăшăлĕ хучĕç. пĕр самант шăп тăчĕç.

Митингра хăйсен тăрăхĕнчи кашни специалистах уйрăмах хастарлăхпа палăрнă, чылай наградăна тивĕçнĕ салтаксен кун-çулĕ çинчен кĕскен каласа пачĕç.

 

Н.АЛЕКСАНДРОВА,

Муркаш - Элĕк çар ĕç комиссариачĕн пай начальникĕ.



"Регион-Тюмень"
23 июня 2017
16:57
Поделиться